Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призерсен йышĕнче

19 сентября 2015 г.

Юнкун Шупашкарти ачасемпе çамрăксен «Энергия» спорт шкулĕнче куç курманнисем хушшинче шашка тата шахмат енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ.

Шашкăлла 14 арçынпа 19 хĕрарăм тупăшнă. Вăл шутра Вăрнарти организацинче тăракансем тăваттăн. А.Григорьев, М.Траков, А.Иванова тата Т.Прохорова. Хĕрÿ вăйăсенче вăрнарсенчен А.Иванована ăнăçнă, вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Шахматла вăрнарсен чысне Евгений Никитин хÿтĕленĕ. Вунпĕр участникран вăл та бронза призер пулса тăнă.

Куç курманнисене ăмăртăва тухма районти социаллă тивĕçтерÿсен центрĕн ертÿçи Людмила Николаева транспортпа пулăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика