16 сентября 2015 г.
Юрий ИСАЕВ,
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ:
– Сентябрĕн 13-мĕшĕнче республикăра иртнĕ суйлав кăтартăвĕсем тăрăх тĕрлĕ пĕтĕмлетÿ тума май пур. Пĕрремĕшĕнчен, ăна йĕркелесе ирттерекенсен квалификаци шайĕ пысăк. Иккĕмĕшĕнчен, халăхăмăр ку яхăнта республикăна ертсе пынă çыннăн – Михаил Игнатьевăн – пархатарлă ĕçĕсене курса тивĕçлĕ йышăнăва никам хистемесĕрех, хăй ăнланса тума пултарчĕ. Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕн должноçне çĕнĕрен йышăнакан Михаил Васильевич шута илессе, çавна май республика аталанăвĕшĕн тата курăмлăрах, вăйлăрах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп. Халăх шанни яваплăха тата та ÿстерме хистетех-тĕр.
2016 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче камсем пулассине халăхпа татса пама тивĕ. Ман шухăшпа, пирĕн республикăра пурăнакансем çывхарса килекен асăннă суйлавра та хастăрлăхпа палăрĕç, хăйсен сассине чи тивĕçлĕ кандидатсемшĕн парĕç.
Сергей РУМЯНЦЕВ,
политика консультанчĕ, «Хушма тĕпчевсемпе программăсен центрĕ» автономиллĕ коммерцилле мар организаци директорĕ:
– Право тĕлĕшĕнчен хакласан – Чăваш енре суйлав саккунпа килĕшÿллĕн иртрĕ, унта халăх чăнласах та хастар хутшăнчĕ. Паллах, пысăках мар кăлтăксем пулчĕç, çапах вĕсемсĕр те май килмест, сасăлав йĕркелÿ тĕлĕшĕнчен питĕ кăткăс процедура-çке. Çак çитменлĕхсем пĕр-пĕр çĕрте суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕ йăлтах пĕлменнипе е унăн опычĕ сахалраххипе, тепĕр çĕрте вăл е ку сăнавçăсем никама та шанманнипе çыхăннă. Çапах ку кăлтăксем процедура характерĕллĕ мар, çавăнпа вĕсем сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пачах витĕм кÿмен тата кÿме те пултарайман. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ паракан кăтартусем чăнлăхпа килĕшсе тăраççĕ. Çакна çăхавсем çукки те çирĕплетет. Суйлава йĕркелекенсем тата сасăлав процесне хутшăнакансем хальхи пекех хастар пулсан 2016 çулхи суйлавсем те йĕркеллĕ иртес шанăç пур.