Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса пурăнасчĕ

16 сентября 2015 г.

Чĕрĕ çутçанталăк шăпи кăткăсланса çитни пуриншĕн те паллă. Пилĕк-ултă çул каялла Вăрнара уйăпсем пĕлĕт пек вĕçсе килетчĕç. Юлашки тăватă çулта курăнмаççĕ. Вунă-вунпилĕк çул каялла кашни лутра йывăç çинче салакайăк ушкăнĕсем чĕвĕлтететчĕç.

Халĕ уйрăм çерçи тĕл пулсан та кăштах савăнатпăр. Пăрчăкансен шучĕ чаксах кайрĕ. Чĕрĕпсем Вăрнар пахчисенче курăнма пăрахрĕç. Вăрнар çийĕн улакураксемпе чанасем пулкки-пулккипе вĕçетчĕç. Паян сайра-пĕрре кăна куркалатпăр. Вĕçенкайăксен шучĕ çакăн пек хăвăртлăхпа чакса пырсан тепĕр 10–15 çултан вăрман та кайăксăр тăрса юлать.

ГЕО журналăн 2009 çулхи февральти номерĕнче пĕлтернĕ тăрăх çĕршывра вуншар миллион хуçасăр йытă хунанă. Вĕсем пурăшсене, тилĕсене аркатаççĕ. Чĕрĕпсене тапăнаççĕ. Каюрасене чакаласа кăлараççĕ. Пĕрле пуçтарăнса пăлансене туртса çураççĕ. Манăн акка сурăхсем усратчĕ. Пĕррехинче йытă кĕтĕвĕ вĕсене шыв хĕррине хÿтерсе çитернĕ. Икĕ сурăх шыва сикнĕ. Инкекрен çапла çăлăннă. Чăх-чĕпе эпĕ ялан тимĕр çетка карса усранă. Çÿлтен хупнă. Çичĕ чăхпа пĕр автан тытнă. Пĕррехинче чăхсене пăвса хунă, юнлă выртаççĕ. Йăва тулли çăмарта. Ăнланаймарăм. Шăтăк-çурăк çук пек. Тепĕр виçĕ кунтан ытти виççĕшне пăвса пăрахнă. Кÿршĕри хĕрарăмсем каларĕç: йытăсем чăхсем патне çетка авса кĕнĕ.

Çынсем пĕр-пĕрне хисеплеменни курăнать. Манăн арăм вăрах чирлерĕ. Пĕрремĕш ушкăнри инвалид. Сыпăсем ыратнипе асапланатчĕ. Ирхине тин çывăрса каятчĕ. Тăваттăран урамра йытă кĕрлевĕ пуçланать. Чирлĕ çыншăн чĕр тамăк.

Вăрнарта виçĕ çăткăн чĕрчун – этем, йытă, кушак ыталанса ÿкнĕ. Ыттисем хисепре мар. Чĕрĕ çутçанталăкра миллионшар çул аталаннă çыхăнусене ăнланмастпăр курăнать. Çăткăн чĕрчунсем хуçаланнă вырăнта ыттисем ĕрчемеççĕ, пĕтеççĕ. Ку – çутçанталăк саккунĕ. Шел пулин те, Дарвинсем çĕр çине кашни пин çулта пĕрре килеççĕ. Чĕрĕ çутçанталăка чунтан ăнланакан кашни миллион çын çинче пĕрре кăна. Çапах та, ман шутпа, уйăпсене, салакайăксене, улакураксене, чанасене, ытти кайăксене Вăрнара каялла тавăрма шанчăк пур. Манăн 70 çулхи пархатарлă ватăсен тĕпелне йĕркелесех килет. Тен, кайăксене сыхласа хăварас ĕçпе пĕрлешес текенсем тупăнĕç. Хуçасăр йытăсене Свердловск облаçĕнчи Сызрань районĕнчи пек пăшалпа персе çывратмалла мар-и; Кушаксене те çÿп-çап ещĕкĕсенчен пистермелле. Вĕсем те, йытăсемпе пĕрех, çÿп-çап хутаççисене унта та кунта сĕтĕрсе сапалаççĕ.

П.АРТЕМЬЕВ.

Вăрнар.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика