16 сентября 2015 г.
Вăрнарти «Рябинка» ача садĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вăл шутра – кĕçĕннисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçни, уçăлса çÿренĕ чухне сăнани, сюжетлă-рольлĕ, дидактикăллă тата хускануллă вăйăсем.
Тĕрĕссипе, чылай çĕнĕ япалана ача вăйă урлă лайăхрах ăса хывать. Вăл кăсăклантарса янипе пĕрлех кĕçĕннисене хăй тĕллĕн шухăшлама, чи кирли – пĕлÿ илме пулăшать. Çавăнпах ĕнтĕ çул-йĕр правилисене вĕрентнĕ чух çак мелпе усă куратпăр.
Ман ушкăнра вăтамран виçĕ çулхи ачасем. Вĕсем светофор пухас вăййа килĕштереççĕ: тĕссене тĕрĕс вырнаçтарма тăрăшаççĕ. «Автохула» вăйă та кирлĕ хăнăхусене илме пулăшать. Светофор çуттине кура çуран каçмалли вырăнта çÿреме хăнăхни, паллăсене вĕренни пурнăçра кирлĕ пулать.
Кĕçĕннисем çавăн пекех «Хĕрлĕ тата симĕс», «Кайăксем тата автомобиль», «Тĕрлĕ тĕслĕ автомобильсем» вăйăсене килĕштереççĕ.
В.АРСЕНТЬЕВА,
«Капелька» ушкăн воспитателĕ.