Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплер-и – ĕмĕр асăнмалăх

16 сентября 2015 г.

«Тунтикунччен пурăнар-ха» кинофильмра истори учителĕ калани аса килет. Пĕри хăйĕн кĕске пурнăçĕнче метеор пек вĕрин çунса кайса хыççăн ĕмĕре асăнмалăх çутă йĕр хăварать. Тепринчен çуралнă кунĕ-çулĕпе çут тĕнчерен уйрăлнă кунĕ-çулĕ хушшинчен тире кăна тăрса юлать... «Алăпала касман чĕр палăк лартрăм хамшăн», – тенĕ А.С.Пушкин. Раççее пилленĕ пултарулăхне пĕтмесле чĕрĕлĕх вырăнне хурса хакланă. Ун ячĕпе чул касса е бронза шăратса ăсталанă тĕслĕхсем те тĕнчипех. Пушкинла палăксем чăвашсен те пур: Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Ухсай Яккăвĕн... Поэмисемсĕр пуçне вĕсен ячĕпе художниксем, скульпторсем маçтăрланисем... Хăйсемпе курнăçма пÿрменнисем Иван Яковлева, Андриян Николаева халалланă символсем (палăксем, Хисеп хăмисем, урамсем, парксем т.ыт.те) урлă та лайăхрах пĕлĕç. «Памятник» – «память» сăмахран. «Асăнмалăх паллă» ăнлава чăвашла «палăк» тесе куçаратпăр. Астăвакан çын – шухăшласа аталанать. Астăвăмне упрайман халăх пĕтет.

Вăрнарта, районти ялсенче Совет Союзĕн Геройĕсене, ытти чаплă çынсене асăнса хисеплемелĕх вырăнсем пур. Çав шутра Хветĕр Ашмаров, Алексей Иванов, Анатолий Иванов, Степан Илларионов, Жорж Илюкин урамĕсем, Сергей Коротковпа Максим Михайловăн постаментлă палăкĕсем, Иван Никифоров ячĕллĕ вăтам шкул, Алексей Воробьев Тукасĕ, Петĕр Ялкир музейĕ...

Ветерансен канашĕнче Василий Игнатьевич Романов тапратнă сăмах патне таврăнассăм килчĕ. «Вăрнарта Анатолий Викторович Емельянова астуса пурăнмалăх символлă çутă ят кирлĕ», – тенĕччĕ вăл. А.Емельянов тăван Вăрнар районĕшĕн вунă çул ытла тÿрремĕн ĕçлерĕ: 1956–1959 çулсенче яш-кĕрĕм лидерĕ – ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, 1965–1972 çулсенче парти райкомĕн Пĕрремĕшĕ пулчĕ. Унăн район пуçĕнче тăнă чухнехи питĕ те пуçаруллă, пархатарлă-курăмлă ĕçне-хĕлне эпĕ юбилейне халалланă очеркра самай туллин çырса кăтартнăччĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатĕнче тăнă хушăра та (7–8 тата 10–11-мĕш суйлавсем, 1967–1975, 1980–1990-мĕш çулсем) хамăрăн районшăн пайтах чупрĕ, депутатра пилĕк çул Пĕрремĕшĕн должноçĕпе тăрăшрĕ. Пултарулăхĕн тата карьерин картлашкипе пĕрмай çÿлелле улăхрĕ. Турри-çут çанталăкĕ пилленипе – поэт, писатель, журналист, публицист, ăсчах – 1966 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ (1975), 1990 çултан – чăваш халăх писателĕ, патшалăхăн К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ. Мускава литинститута вĕренме тухса кайиччен 1972–1973 çулсенче Чăваш АССР культура министрĕ. 1978–1986 çулсенче Чăваш АССР Писательсен правленийĕн председателĕ. Партипе патшалăх ĕçĕ-хĕлĕпе хыпкаланнă вăхăтра та кĕнеке хыççăн кĕнеке çырса пичетлени тĕлĕнтерет. Пушă самант мĕнне пĕлмен канăçсăр этемччĕ...

«Земля моего детства» кĕнекинче А.Емельянов Мăньял Хапăсран ĕçе Вăрнара вунă çул çурран утни-чупни çинчен çырать. Салука вăрманĕн çулĕпе поселокри хальхи Комсомольски урамне тухнă. Комсомол ĕçĕ-хĕлĕпе çак урампа пилĕк çул ытла çÿренĕ. В.И.Романов шучĕпе, Илларионов урамĕнчен тытăнса тĕп больница комплексĕ таран çак урама Анатолий Емельянов ячĕпе хисеплеме юрать. Ку сĕнÿ, эппин, сÿтсе явмалли сăмах вырăнне пултăр.

Тÿре-шара кантурĕнче мар, халăхра, юлташсем хушшинче çуралнă сăпайлă шухăша эпĕ Валерий Пантелеймонович Ананьев пирки те пĕлтернĕччĕ («Тухтăр ячĕпе», «Ç.Ç», апрелĕн 15-мĕшĕ, 27№). Ăрусене чыс-хисеп çыхăнтарать. Унчченхисенчен ылтăн-кĕмĕл илсе юлни ку пуянлăха ĕçсе яма та пултарĕ. Унчченхисен вăй-халĕпе, опычĕпе, кăмăл-сипечĕпе ыррăн авăрланни çак пурнăçа хитререх, пуянрах тума хавхаланĕ. Хăй вăхăтĕнче эпĕ икĕ хут Ĕç Геройĕн С.К.Коротковăн сатур соратникне, ВДНХ ылтăн-кĕмĕл медалĕсемпе наградăланă ЧР тава тивĕçлĕ агрономне И.В.Нараткина юлашки çула район шайĕн эртелĕпе чысласа ăсатайманшăн куляннăччĕ. Кăçал каллех çавнашкал тĕслĕх курăнчĕ. Хими завочĕн администрацийĕ предприятин Хисеплĕ ветеранĕ, СССР Хисеплĕ химикĕ, Чăваш АССР промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Иванович Варенников коллективран, çак тĕнчерен тăрук уйрăлнине асăрхаймарĕ тейĕн, кун пирки, йăлана кĕнĕ тăрăх, хурланса, хаçат урлă та пĕлтермерĕ. Вăл вĕт 1961 çултанпа çак заводра тăрăшнă, хастар рационализатор, тĕп инженер, гендиректор çумĕ пулнă.

Элĕксен «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ят пур. Вăрнар энциклопедине хатĕрленĕ чух эпĕ çав ята памалли положени пирĕн пур-ши тесе кăсăклантăм – шел, ăна тупаймарăмăр.

Хисеп вăл, ахăртнех, хамăра хамăр епле хисепленинчен килет.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика