Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама е камсене пытарнă?

16 сентября 2015 г.

Кама е камсене пытарнă?

Çак ыйту халĕ йĕрке хуралçисене тата следстви пайĕнче ĕçлекенсене хытах хумхантарать

Виçĕмкун Упнерте çул сарассипе пыракан ĕçсем вăхăтĕнче тĕлĕнмелле факта тупса палăртнă. Çынсем ял çумĕнчи çырмаран тамба хăпартма турттарнă çĕре майланă май, этем кĕлеткин юлашкийĕсене тупнă.

Следовательсемпе полицейскисем тÿрех вырăна тухрĕç, ял çыннисемпе калаçрĕç. Упнерти чи аслă çынсене те чĕннĕ. Анчах та 84-ри Григорий Данилов та çак пулăм хăйне хытах тĕлĕнтернине пытармарĕ.

Ял хушшинче çĕрпе ĕçлекенсем çын шăммисене пĕр çĕре пуçтарнă. Çырма вĕçĕнче чавнă вырăнта та этемĕн пуç капташки, аяк пĕрчисем, сыпăсем выртаççĕ. Кунтах тупнă çĕрĕшнĕ йывăç вуллисем тăрăх çынна хуппа пытарнă теме те пулать. Анчах хальлĕхе çирĕплетсе калама май çук. Ял халăхĕн те, право хуралĕн ĕçченĕсен те версисем чылай. Пĕрисем кусем темиçе ĕмĕр каяллахи çын юлашкийĕсем теме пăхаççĕ, теприсем çĕнĕ вăхăтри пулăмсемпе çыхăнтараççĕ.

Тĕрĕссине, паллах, экспертиза çирĕплетсе парĕ. Следовательсем ку енĕпе ĕçлеççĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика