Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таптанă та… тарнă

16 сентября 2015 г.

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ ШĔМ-ĕн «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав пайĕн 23 çулти оперуполномоченнăйĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна çул-йĕр правилисене пăснă тесе шутлаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн сентябрĕн 9-мĕшĕнче каçхине полицейски хăйĕн «Форд Фокус» автомобилĕпе пынă май Шупашкар районĕнче «Шупашкар – Сурски» автоçулăн 37-мĕш километрĕнче çул-йĕр тата метеорологи условийĕсене шута илмен, кирлĕ пек тимлĕ пулман, çавна май çуран çынна таптанă. Водителĕн суранланнă çынна пулăшу кÿмелле, инкек пирки полицие евитлемелле пулнă ĕнтĕ, анчах оперуполномоченнăй çапла туман, инкек пулнă вырăнтан пăрахса тарнă.

Суранланнă çынна вара ку тăрăхра патрульте пулнă çул-йĕрпе патруль службин сотрудникĕсем тупнă. Алли-урине амантнă, темиçе аяк пĕрчине хуçнă арçынна больницăна ăсатнă.

Таркăн водитель кам пулнине тепĕр кунне тĕпчесе пĕлнĕ. ПАИ сотрудникĕсем ун пирки РФ КоАПĕн 12.27 статйин 2-мĕш пайĕпе (водитель çул-йĕр правилисене пăсса хăй хутшăннипе пулнă авари вырăнĕнчен пăрахса кайни) адмпротокол çырнă. Суд ăна çулталăклăха транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕксĕр хăварнă.

Уголовлă ĕçпе вара тĕпчев пырать-ха. Автотехника тата медицина суд экспертизисем инкек ÿкерчĕкне уçăмлатма тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика