12 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тĕл пулнă. Вĕсем предпринимательствăна аталантарасси тата ял хуçалăх ĕçĕсем пирки калаçнă.
– Районта бизнес хастарлăхĕ ÿснĕ, вăтам тата кĕçĕн предпринимательство субъекчĕсем 710, – пĕлтернĕ Леонид Николаев.
Ку кăтартупа Вăрнар районĕ республикăри муниципалитетсем хушшинче саккăрмĕш, налуксем пырса кĕрессин калăпăшĕпе – иккĕмĕш вырăнта.
Михаил Игнатьев ку тытăмри кĕçĕн тата вăтам бизнесăн вырăнĕпе кăсăкланнă. Ытларах пайĕ суту-илÿпе тата обществăлла апатланупа çыхăннă, пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Кĕçĕн предприятисем çавăн пекех ял хуçалăхĕнче, тирпейлекен производствăра, строительствăра та ĕçлеççĕ.
Районта вырма ĕçĕсем те кал-кал пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14193 гектар çинчен çулса тĕшĕленĕ. Тухăçĕ республикăра чи пысăкки – 22,9 центнер. Çĕрулмие 176 гектар çинчен пуçтарса илнĕ, кĕрхисене 4300 гектар акнă.