12 сентября 2015 г.
Шел те, çак эрнере районта каллех инкеклĕ авари çырăнчĕ. Тунтикун кăнтăрла иртни тăватă сехет тĕлнелле «Шупашкар – Сурски» автоçулăн Калининăри участокĕнче 19-ти çамрăк, саларан Шупашкар еннелле çул тытнăскер, ВАЗ-2107 автомашинăн рульне тытса чараймасăр хирĕçле çул çине тухса кайнă, КамАЗ çине пырса тăрăннă. Çăмăл машина умĕнче ларнă каччă вырăнтах вилсе кайнă.
Çулталăк пуçланнăранпа районта çул-йĕр инкекĕсенче тăватă çын пурнăçĕ татăлнă.
Хисеплĕ водительсем! Руль умне лариччен машина юсавлăхне тĕрĕслесех тăрăр! Çул çинче правилăсене çирĕп уямаллине ан манăр, вĕсене нихăçан та ан пăсăр! Асăрханулăх, тимлĕх хăвăрăн пурнăçа та, пассажирсен, ытти водительсен пурнăçне те сыхласа хăварма май парĕ.
Г.КАЗЫКИН,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн
ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан.