12 сентября 2015 г.
Нумайăшĕ водитель удостоверенине ăна туртса илнĕ хыççăн мĕнле тавăрмаллине пĕлмест.
Çĕршывра кунсерен çĕршер çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн руль умне ларас ирĕкрен хăтараççĕ. Паллах, вăхăт иртсен удостоверение тавăрма пулать. Анчах та водительсем ăна маларах алла илесшĕн çунаççĕ. Ку тĕслĕхре пĕр хурав – правана срокчен маларах тавăрса памаççĕ.
Çапах та, енчен те çын йĕркене пăсман, е йĕркене пăснишĕн водитель удостоверенине йăнăш туртса илнĕ тесе шутлать-тĕк, тавлашăва çÿлерех тăракан судсенче татса пама пулать. Сăмахран, миравай судăн йышăнăвне – район судĕнче, район сучĕн йышăнăвне – Аслă судра тата ытти те. Енчен çÿлерех тăракан судсенчен хăшĕ те пулсан сирĕн майлă йышăну кăларчĕ-тăк, водитель удостоверенине маларах тавăрса парĕç.
Правана суд пурнăçлавĕ вырăнĕнчи ГИБДД подразделенийĕнче параççĕ. Енчен те ăна федерацин урăх субъектĕнче илес тесен кун çнчен ГИБДД уйрăмĕнче заявлени çырмалла. Ăна правана туртса илнин срокĕ вĕçлениччен 30 кун маларах тăратмалла, унта удостоверение ярса памалли патшалăх автоинспекцине кăтартмалла. Заявление алăпа çырса та, электронлă майпа та ăсатма юрать.
2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса водитель удостоверенине тавăрас тесен çул-йĕр правилисемпе обязательнăй майпа экзамен тытмалла. Енчен сире правасăр 18 уйăхлăх хăварнă-тăк, теорие тăхăр уйăхран тĕрĕслеме ирĕк пур. Пĕрремĕш хутĕнче ăнăçмарĕ-тăк, экзамена тепĕр хут эрнерен кăна тыттараççĕ.
2014 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен правана тавăрма водителĕн ГИБДД тăратнă пĕтĕм штрафа тÿлемелле. /сĕрпе руль умне ларас ирĕкрен хăтарнисен обязательнăй майпа медицина освидетельствованине тухмалла, ГИБДД-на справка тăратмалла.
Енчен те эсир миравай суд йышăнăвĕпе тавлашăва кĕмен-тĕк, водитель удостоверенине срок вĕçленсен постановлени кăларнă кун хыççăн суд йышăнăвĕ пирки жалоба пама уйăрнă 10 куна шута илсе тавăрса параççĕ (сăмахран, январĕн 20-мĕшĕ Ç 10 кун Ç 4 уйăх ç май уйăхĕн 31-мĕшĕ). Правана шăпах çак кун килсе илмесен те юрать, уншăн штраф хумаççĕ. Анчах та ăна виçĕ çултан кая хăвармасăр кайса илмелле. Унсăрăн удостоверение пăрахăçлаççĕ. Кун пек чухне водителĕн ăна çĕнĕрен илме тивет.
Л.ИЛЬИН,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин
«Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн
РЭГ инспекторĕ полици майорĕ.