12 сентября 2015 г.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Эп паянлăха пĕр кил кăна тăрса юлнă Талхиртен писатель тухнине пĕлетĕп: Степан Талхир калавĕсене «Ялав» журналта аллăмĕш çулсенчех вуланă. Ак ĕнтĕ, пăхатăн та, пурĕ те аллă киллĕ-çемьеллĕ Ишлĕ Тăван çĕршыва чаплă çынсем сахал мар парнеленине куратăн. Çак шутра унăн тĕнче уçлăхĕн çÿллĕшĕпе – космоспа çыхăннă çăлтăрĕ те пур. Георгий Иванович Карачевскин наукăри пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ, пĕтĕм пурнăçĕ вĕçев аппарачĕсен тĕпчевĕсемпе çыхăннă. Доктор диссертацине вăл аэродинамика теорийĕпе практикине халалласа хÿтĕленĕ. Тĕнче уçлăхĕн сывлăшне тĕпчеме хывнă унăн пай-тÿпине «Буран» космос карапĕн генеральнăй конструкторĕ Глеб Евгеньевич Лозино-Лозинский питех те пысăка хурса хакланă. Ученăй монографийĕсенчен паллăраххи – «Аэродинамика. Физические основы подъемной силы и аэродинамического сопротивления материальных тел». Хăйĕн пуçарăвĕпе тата РФ Оборона министерстви ыйтнипе вăл экспериментсем нумай ирттернĕ.
Г.И.Карачевский халь ĕнтĕ отставкăри полковник. Вăтам пĕлĕвне Аçăмçырминчи тата Юманайри шкулсенче пухнă. Ĕçлĕ кун-çулне малтан Казахстанри çерем çĕрсем çинче комсомол путевкипе туптанă. Совет Çарĕн службине Германире ирттернĕ. Чи лайăх паллăсемпе Çар авиаци техникин училищине тата Н.Е.Жуковский ячĕпе хисепленекен Сывлăш-çар инженерĕсен академине пĕтернĕ. Службăра виçĕ çул авиаци çар транспорчĕн чаçĕсенче тăнă. Наукăри тĕпчев ĕçĕсене Оборона министерствин авиаципе космос техникин Тĕп институтĕнче тытăннă. Тĕпчев институчĕсемпе ку таранчченех туслă.
Ишлĕренех паллă тепĕр авиатор Николай Трофимович Назаров пур. Подполковник. Аçăмçырминче тата Калининăра вĕреннĕ. Летчиксемпе штурмансен авиаци çар училищине Ставропольте пĕтернĕ. Çар службинче Туркменире, Грузире, Инçет Хĕвелтухăçĕнче тата Севастопольте тăнă, юлашкинчен, çичютланнă çĕршыв присягине тытас мар тесе, запаса тухнă.
Ишлĕрен тухнă ученăйсенчен теприйĕ вăл, хальхи – ФСБ Академийĕн кафедра доценчĕ, юридици наукисен кандидачĕ, ФСБ юстицийĕн полковникĕ Анатолий Трофимович Назаров. Наукăпа общество ĕçне нумай çул сатуррăн хутшăннипе паллă. Наукăри тишкерĕвĕсене çĕре яхăн пичетленĕ.
Калининăри вăтам шкулта лайăх вĕреннĕ. Мускавра пограничниксен аслă училищине, патшалăхăн М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетне, офицерсен «Выстрел» аслă академкурсне, Хĕçпăшаллă Вăйсен гуманитари академине пĕтернĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи служба хыççăн ФСБ Мускаври погранинститутĕнче тĕрлĕ должнăç йышăннă, юлашкинчен çарпа право дисциплинин кафедра начальникĕ пулнă. Унăн патшалăх наградисемех вунулттă таран. Анатолий Трофимович профессиллĕ аслă пĕлÿ заведенийĕсенче нумай ĕçленĕ. Халĕ те ĕçлет. Ялти тăванĕсене манмасть, чăвашсемпе çыхăнăва çухатасшăн мар.
М.ВАСИЛЬЕВ.