Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă пуласси çынран хăйĕнчен килет

12 сентября 2015 г.

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркине вăл сывлăха сыхлас тĕп ĕç пулнине тĕпе хурса пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн черетлĕ Çырăвĕнче те палăртрĕ. Унта вăл хускану хастарлăхне ÿстерес, сывă апатланупа пурăнас, сиенлĕ йăларан писес тĕллевпе кашни çемьен сывлăх профилĕ пулмаллине асăннăччĕ. Çырури сăмахсене пурнăçа кĕртсе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви «Çемьен сывлăх профилĕ» информаци буклечĕ хатĕрлерĕ.

– «Çемьен сывлăх профилĕ» буклетра мĕнле информаци пĕлме пулать-ха?

– Унта тухтăрсен сăнавĕсем, хамăра мĕнле тытмалли канашсене вырăн панă. Медицина тĕрĕслевне мĕнле тухасси çинчен çырса кăтартнă. Çын миçе çулта пулнине кура тÿлевсĕр тĕрĕслев тухмаллине пĕлме пулать. Унсăр пуçне, апат-çимĕç тĕрĕс хатĕрлес, хусканусем тăвас ыйтусене те лайăх çырса панă. Çавăн пекех çын миçе çултине кура ун юн пусăмĕ, чĕре таппи, холестеринпа глюкоза шайĕ мĕн чухлĕ пулмаллине пĕлме пулать.

Сывлăх – питĕ пысăк пуянлăх, тулли, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен е ытларах та пурăнма пултарать. Юлашки çулсенче медицинăна аталантармашкăн сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Çакă, паллах, пĕлтерĕшлĕ, çапах та çын тыткаларăшĕсене хăй кăна витĕм кÿме пултарать. Вăл улшăнас тĕллев лартмасан çĕршывра, республикăра ирттерекен пĕр мероприяти те кăтартупа савăнтараймасть. Шел те, чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть.

– Кашни çемьере çак профиль сывлăхĕн санавĕсемпе усă курса пурăнсан аслисем те, ачи-пăчи те çирĕп сывлăхлă пулĕç. Çемьере ашшĕ-амăшĕсен ачисемшĕн тĕслĕх пулмалла.

– Чăнах та, ашшĕ-амăшĕсем çемьере сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ачисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача пĕтĕмпех курса ÿсет-çке. Ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçет, самăр, ачине булкăсемпе, фаст-фудпа тăрантарать пулсан ывăл-хĕрĕ те ÿссен çавăн пекех пулать.

Чылай чир ачалăхрах тымар ярать. Ачасен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланас хăрушлăх çитĕннисен пекех пысăк. Мĕншĕн тесен вĕсен пурнăç йĕрки улшăнчĕ. Ачасем уçă сывлăшри хускануллă вăйăсем вырăнне темиçешер сехет телевизор, компьютер умĕнче лараççĕ, сывлăхшăн сиенлĕ фаст-фуд çиеççĕ, газлă пылак шĕвек ĕçеççĕ.

Çавна пула вĕсем хушшинче самăрланасси ÿссех пырать. Кунта ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Çемьере тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Ачасен кунне пĕр сехетрен кая мар хусканусем тумалла, телевизорпа компьютер умĕнче икĕ сехетрен ытла лармалла мар.

– Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула пурнăçран уйрăлнин теветкеллĕх сăлтавĕсем çинче чарăнса тăрар-ха?

– Шел те, медицина ĕçченĕсем тăрăшнине пăхмасăр пирĕн халăх çав сăлтавсене пĕлсех каймасть, ун пеккисем çинчен илтнĕ пулсан та вĕсенчен хăтăлма васкамасть. Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть. Пĕрисем сахал хускалаççĕ, çавна пула вăхăтсăр ватăлаççĕ. Теприсем апатланура виçене пĕлмеççĕ те самăрлăхпа, юн тымарĕсен склерозĕпе, сахăр диабечĕпе аптрама пуçлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем канма, ĕçрипе йăлари ыйтусене самантлăха та пулин манма пĕлмеççĕ, ялан пăлхануллă, ыйхă килменнипе нушаланаççĕ, юлашкинчен çакă шалти органсен чирĕсем патне илсе çитерет. Тата сиенлĕ йăласенчен – пирус туртассипе алкогольрен – пăрăнайманнисем те хăйсен ĕмĕрне кĕскетеççĕ. Шел те, хăрушлăха пурте кирлĕ пекех ăнланса çитеймеççĕ.

Хальхи вăхăтра тĕнчере чĕре чирĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чи хăрушши – юн пусăмĕ хăпарни. Унпа вара мĕнпур халăхăн 40 проценчĕ аптрать. ,лĕк юн пусăмĕ хăпарнине ватă çынсен чирĕ тесе шутланă. Халĕ вара унпа çамрăксем те чылай ытларах нушаланаççĕ. Чир пуррине юн пусăмне виçсе пăхмасăр пĕлме май çук. Çавăнпа ирхине те, каçхине те ăна тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшĕ пысăк.

– Юн пусăмĕ мĕншĕн ÿсет?

– Кулленхи пурнăçра апатлану пĕлтерĕшĕ пысăк. Апатра çу, тăвар, углевод сахал пулмалла, пахчаçимĕç, улма-çырла çини усăллă. Çуллă çини çын организмĕнчи холестерина ÿстерет, вара, паллах, çакăн хыççăн чĕре, пуç тата ытти орган ыратма тытăнать. Чирлĕ çыннăн инфаркт е инсульт пулма пултарать.

Пăспа пĕçернĕ пулă аван. Какая вара эрнере икĕ-виçĕ кун çисен те çителĕклĕ. Апата типçупа хатĕрлеме тăрăшмалла. Тата апата кунне 5 хут пĕчĕк виçеллĕ çимелле. Кашни хутĕнчех пĕрер панулми, пахчаçимĕç пулни вырăнлă. Çусăр сĕт-турăх çини питĕ усăллă.

Юн пусăмĕн чирĕпе кĕрешме организма апат-çимĕçпе пĕрле калипе магни çителĕклĕ пулмалла. Вĕсем вара абрикосра, иçĕм çырлинче, типĕтнĕ иçĕмре, курагара, хуратул кĕрпинче чылай. Çак çимĕçсем юн пусăмне 10 миллиметр антарма пулăшаççĕ.

Çавăн пекех тăварлă апат-çимĕç, сахал хускални, пирус туртни, эрех ĕçни, кирлĕ маршăнах пăшăрханни япăх витĕм кÿреççĕ. Çавна пула организм чире хирĕç кĕрешме пăрахать, йывăрлăшĕ ÿсет. Сывлăха упрас, юн пусăмĕн чирĕпе аптрас мар тесен кунне 5 грамран ытла тăвар çимелле мар. Ку, пĕр чей кашăкĕпе танлашать. Çакна пăхăнни юн пусăмне 4–8 миллиметр чухлĕ чакарма пулăшать.

– Мĕнпе сиенлĕ-ха чĕлĕм туртни? Пирус сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ.

– Чăн та, пирус сиенĕ çинчен пурте пĕлеççĕ, анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă чир хăйне пырса тивмессе шанать. Çын организмĕн кирек хăш органне те сиенлĕ витĕм кÿрет çав чĕлĕм. Уйрăмах ÿпкене, сывлав çулĕсене. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать те – вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ÿкерессине те витĕм кÿрет пирус сиенĕ.

Пирус туртанкансем ытларах – эндартериитпа аптраççĕ. Малтан ура ыратма пуçлать, унтан уксахлаттарать, каярахпа гангрена аталанать, хăш чухне урана татма тивет.

Пирус туртакан хăй кăна мар-çке, çывăхри çынсем те сиенленеççĕ. Сигаретпа туслă ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕслĕхĕпе ачисене пĕчĕклех туртма хăнăхтарать теме пулать.

– Калăр - ха, юлашки вăхатра нумай çамрăк эрех-сăра ĕçнине курма пулать. Мĕнрен килет ку. Тата сăра организмшăн мĕнпе хăрушă?

– Кунта çамрăксен ăс-тăнне çемьери, обществăри йăла-йĕрке, кирек мĕнле уява, ĕçкĕ-çике эрех-сăрапа паллă тума хăнăхни витĕм кÿрет. Ача пĕчĕкрен çакна курса ÿсет те, ку тĕрĕс тесе шухăшлама пуçлать. Эрех-сăрасăр пурăнайман, ĕçкĕçе тухнă çынсем пурте тенĕ пекех малтан сăрапа туслашнă.

Сăрара этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 4–5 процента танлашать. Апла-тăк, 100 грамм сăрара таса спирт вăтамран тăватă грамм, пĕр кĕленчере – çирĕм грамм. 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Витĕмĕ ытти спирт шĕвекĕнни пекех. «Кăшт кăна ĕçме» хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм патне çитерет.

Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре, куллен сăра ĕçнипе шĕвек нумай уçлама тивнине кура, пысăкланса каять, унăн мышцисем çÿхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ÿсет. Тухтăрсем çак пулăма «сăра» чĕри теççĕ.

Тата çакна та каласа хăвармалла. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕверте гепатит аталанать, вăл малашне цирроза куçма пултарать. Тата шăк çулĕсемшĕн сиенлĕ – усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Пĕр литр сăрара 36 мг фитоэстрогенсем пур, ку хĕрарăмăн ар гормонĕсене çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ сăра юратакан арçынсем «хĕрарăмланса» пыраççĕ, вĕсен кăкăр парĕсем ÿсеççĕ, хырăмĕпе купарчи сарăлать. Сăрапа киленекен хĕрарăмсем вара «арçынланаççĕ», кăкăрĕпе пичĕ çинче «сăра мăйăхĕ» палăрма пуçлать, сасси хулăнланать.

Кунсерен 1–2 кĕленче сăра пушатма хăнăхнă çын пурăна киле унсăрăн çывăрайми пулать, лăпланса çитсе хăйне лайăхрах туйма, пуçа анратакан шĕвек тата ытларах кирлĕ пулать ăна. Кунне 15 л таран сăра ĕçекен те пур. Çавах та вĕсем хăйсене алкоголиксен шутне кĕртесшĕн мар.

– Юлашки çулсенче самăр çынсен йышĕ хăвăрт ÿссе пырать. Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ?

– Паллах, ытлашши виçеллĕ, самăрланнипе аптракан çынсем нумайланнин сăлтавĕ – тĕрĕс мар апатланни тата сахал хускални. Вăхăтра çименни, кирлĕ-кирлĕ марпах çырткалани, шыв вырăнне пепси-кола пек пылак шывсем ĕçни тĕнчере юлашки çулсенче мăнтăрланнипе чирлесси 30 процент ÿсни патне илсе çитернĕ. Раççейре ку кăтарту вара 15-20, ялсенче 7 процент. Чăваш енре вăтамран çынсен 12–14 проценчĕ мăнтăрланнипе аптрать.

Ытлашши виçе сывлăха япăх витĕм кÿрет. Кашни килограмм ытлашши виçе пуçне юн пусăмĕ 5 миллиметр чухлĕ хăпарать. Виçене 10 килограмм чакарни те чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессине 28 процент сахаллатать.

– Эппин, çыннăн ытларах хускалмалли пирки те манмалла мар...

– Хальхи çын хусканусем сахал тăвать. Гиподинами чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Ăна пула чĕре ĕçĕ вăйсăрланать, кĕлетке йывăрлăшĕ ÿсет, мышца тытăмĕ хавшать, организмăн инфекцисене, йывăрлăха хирĕç кĕрешес хăвачĕ, ĕçлес хавалĕ чакать. Физкультурăпа туслă çынсем больницăна пулăшу ыйтма ыттисенчен 2–4 хут сахалрах пыни паллă.

Кашни çыннăн уçă сывлăшра кунне сахалтан та пĕр сехет пулмалла, 5 километртан кая мар утса çÿреме тăрăшмалла. Сăмахран, Раççейри паллă кардиолог Лео Бокерия академик каланă тăрăх, кашни çын эрнере икĕ сехет кăна утать пулсан та унăн ĕмĕрĕ сахалтан та 7 çул вăрăмланать.

Енчен те çамрăксем компьютер умĕнче вăхăт нумай ирттереççĕ пулсан, вĕсен организмĕнчи юнăн 55–75 проценчĕ çеç куçать. Мышцăсене ĕçлеттерни юнăн пĕтĕм калăпăшне юн тымарĕсем тăрăх хăвалать, клеткăсем патне кислорода кирлĕ чухлĕ çитерме пулăшать.

Шел те, хăшĕсем медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси вара чылай енчен хăйсенчен килни çинчен шухăшламаççĕ. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине яланах асра тытасчĕ.

     А.ТАБАРДАК,

     профилактика, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн медицина профилактикин пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика