Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăпа Усал

12 сентября 2015 г.

Пурăннă çĕр çинче пĕр çемье. Вăл çемье Пурнăç ятлă пулнă. Пурăна киле йыш хушăнса пынă. Пурнăç йĕкĕреш ачасем çуратнă. Пĕр ачине Ырлăх ят панă, мĕншĕн тесен вăл лăпкă та кунĕ пулнă. Теприне вара, йĕрмешсе канăçсăрланаканнине, Усал тесе чĕнме пуçланă. Ачасем кунсерен ÿссе пынă. Йăваш та ырă ача пурин кăмăлне те кайнă. Чарусăр та çилленчĕк ача пурне те тарăхтарнă, йăлăхтарнă. Вăхăт шунă та шунă. Ачасен кăмăлĕсем çирĕпленсех пынă. Ырлăх яланах хавас çÿренĕ, пурне те пулăшнă, хисепленĕ, хавхалантарнă, çынсен чунне лăплантарса ыр канăçлăх кÿнĕ, савăнăç, юрату, шанчăк, ĕненÿ парнеленĕ. Усаллăх вара, этем ачисем Ырлăх енне туртăннине сăнаса тăраканскер, пушшех кăра çилĕленсе кайнă. Пур-çукшăн çынсене тарăхтарнă, вăрçтарнă, хирĕçтернĕ те ятлаçтарнă, ăмсанупа иккĕленÿ туйăмĕ çуратнă, тĕрлĕ илĕртмĕш-астармăш япаласем шухăшласа тупса çынсен ăс-тăнне пăтратнă, кĕвĕçтернĕ, кахаллантарса, юрăхсăр сăмахсем калаттарса çынсене чирлеттерсе янă. Хăй тунă инкеклĕ ĕçсем çине пăхса савăннă. Ăссăр этеме хăй тыткăнне çавăрса илсен алă çупса, ура хуçса ташланă.

Ырлăхпи ахаль ларман, Усал хыççăнах васканă. Хаярлăхпа усаллăх çын чунне пусмăрлама тытăнсанах унта çитсе тÿрлетнĕ.

Çапла пурăннă икĕ тус.

Пĕррехинче Усалпа Ырă канса ларнă. Çÿлтен аялалла сăнанă.

– Эпĕ чи вăйли. Мана никам та, нимĕн те, нимĕнле вăй та çĕнтереймест, – мухтаннă Усал.

– Манăн санпа тавлашас килмест, анчах та Ырăсăр Пурнăç пулмасть, – сăмахланă Ырлăх. – Тунмастăп. Эсĕ те кирлĕ пулĕ пурнăçра, анчах та çынсем яланах ыррине кĕтеççĕ.

Тавлашу чĕрре кĕресси куçкĕрет. Усал аялалла пăхрĕ те çерем çинче пĕччен выляса ларакан ачана асăрхарĕ. «Атя çак ача çинче тĕрĕслетпĕр кам тĕрĕс каланине», – терĕ çакскер.

– Кĕçтенттин, апата лармалла! – илтĕнчĕ çав вăхăтра хĕрарăм сасси.

Ку пĕчĕк Кĕçтук пулчĕ. Ырă ку ача çинчен манмарĕ. Ачапа пĕрле пулма тăрăшрĕ. Шутлама, шухăшлама, çырма, юмах-калав итлеме хавхалану кÿчĕ. Тĕрлĕ ĕçе юратса тума хăнăхтарчĕ, алĕç ăсталăхне, вăрттăнлăхне, юрă-кĕвĕ тĕнчин хăватне, юмах-халап итлес, каласа парас туйăм шайне вăратрĕ. Чунне туйăм-сисĕм, лăпкăлăхпа канăçлăх вырнаçтарчĕ. Ылтăн алăллă, илемлĕ çуткам сăн-питлĕ, йăваш та ырă кăмăллă каччă пулса çитĕнчĕ Кĕçтенттин. Ашшĕ-амăш çине тăнипе Чĕмпĕр чăваш шкулне çул тытрĕ.

Ку тавлашу çинчен Усал манса та кайнăччĕ. Аса илчĕ те яш патне вĕçтерчĕ. Кĕçтенттина Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен килне ямалла турĕç те – Усал савăнчĕ. Ырă Усал ĕçне юсарĕ те И.Я.Яковлев Константина каялла чĕнсе илсе учитель ĕçне шанчĕ, тĕрлĕ ĕçе явăçтарчĕ. «Нарспи» поэма çырма ларчĕ çамрăк çын. Çырса пĕтересси нумаях та юлманччĕ, кĕçех Нарспипе Сетнер телейлĕ пурнăçпа пурăнма пуçлатчĕç Силпире. Усал çитрĕ те усал ĕç турĕ. Телей шыракан Нарспипе Сетнере пĕтерчĕ, Тăхтаманпа карчăкне те шеллемерĕ. К.Иванов ахаль лармарĕ-ха, малаллах ĕçлерĕ те ĕçлерĕ. Хальхинче вăл «Шуйттан чури» çырма ларчĕ. Эх, савăнчĕ те Усал пĕртăвансем укçашăн вăрçăра çаратса çÿресен, пĕр-пĕринпе хирĕçнине курсан, пĕри теприне вĕлерсен. Эх, ташларĕ те ура хуçсах.

Акă Ырă та, ырă ĕçсемпе çÿрекенскер, вĕçтерсе çитрĕ, Усала ытлашши савăнма памарĕ. Тытрĕ те Библие вырăсларан чăвашла куçарма хушрĕ. Кун пек чух Усал патнех пыраймарĕ-ха, анчах сăнасах тăчĕ. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ, çул хыççăн çул шурĕ. Кĕçтенттин ĕçлерĕ те ĕçлерĕ, çырчĕ те ÿкерчĕ, юрларĕ те хăй ăсталăхне ыттисене вĕрентрĕ.

1914 çул. Кĕçтенттин хăй ывăннине туя, сисе пуçларĕ. Тăван килне таврăнчĕ, вăй кĕрессе шанчĕ.

1915 çул. Çуркунне. Ытарма çук илем! Епле аван! Усал аса илчĕ те Вилĕм пулса çитрĕ. К.В.Иванов пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Ырă вара хăй вăхăтра çитейменнишĕн хуйхăрчĕ.

Каллех вĕсем, Ырăпа Усал, пĕрле çÿлтен аялалла пăхса сăнаççĕ. Акă К.Иванова чăваш халăхĕ сума сăвать, унăн «Нарспи» поэмине алран ямасăр вулать. К.В.Иванов ячĕпе театрсем, музейсем, урамсем хисепленеççĕ, палăксем мăнаçлăн лараççĕ, парксемпе скверсем ун ячĕпе кашлаççĕ, ватти-вĕтти вăл çырнă хайлавсене вуласа савăнаççĕ. Епле аван, килĕшÿллĕ, мăнаçлă! К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна ют чĕлхесене куçараççĕ.

– Эсĕ çĕнтертĕн, – терĕ йăваш сасăпа Усал.

– Пĕлместĕп. Анчах та чăваш чунне, тĕнчине пĕтме памастăп. Эпир санпа йĕкĕреш пулса çуралнă. Пире Пурнăç çуратнă, апла пулсан эпир ялан пĕрле пулăпăр. Анчах та çынсем ман тавра, «Нарспи» тавра чăмăртанса пĕр пулаççĕ.

Пирĕн юратнă тăван поэт вăхăтсăр çухалчĕ, анчах К.В.Ивановăн ырă та аслă ячĕ чăваш халăхĕ хушшинче нихçан та сÿнес çук. Ырри усала яланах çĕнтерет.

И.СЕМЕНОВА,

Санарпуçĕнчи вăтам шкул учителĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика