09 сентября 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн позицийĕ Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен рейтингĕн лидерĕсен шутĕнче çирĕпленнĕ.
Хаклава информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» федераллă центрĕ ирттернĕ. Июль – август уйăхĕсенчи тĕпчев тăрăх Михаил Игнатьев тăватă позици çĕкленнĕ, 21-мĕш вырăн йышăннă.
Регион ертÿçи рейтинг кăтартăвĕсем пирки комментари панă май, «хăйĕн тĕп задачисен йышĕнче Чăваш ен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси малти вырăнта тăнине» палăртнă.
«Наци рейтингĕ» проект федераллă трибуна вырăнне Раççейре анлă сарăлнă, пĕлтерĕшĕпе ăна çитекен рейтинг çук.
Тĕпчеве федераллă тата регион эксперчĕсен, инсайдерсен информацийĕ, çавăн пекех уçă çăлкуçсен даннăйĕсем тăрăх йĕркелеççĕ. Рейтинг структурин виçĕ пайне хаклаççĕ: 1–25-мĕш позици – лидерсем, 26–60-мĕш – вăтаммисем, 61–80-мĕш – аутсайдерсем.
Наци рейтингĕ лидерсен ушкăнне кĕни тата çирĕпленни – çав тери вăйлă кăтарту, политикăн ĕçĕн эффективлăхне пысăка хурса хаклани.