09 сентября 2015 г.
Çакна çирĕплетекенни – çынсем регион Правительствин çитес çулсенчи ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне палăртакан программăна хатĕрлеме тата йĕркелеме хастар хутшăнни. Çакăн пирки тата ытти çинчен пире Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил ИГНАТЬЕВ каласа пачĕ.
– Михаил Васильевич, республика аталанăвĕн стратегине анлă общественноçа мĕншĕн явăçтарас терĕр; Сирĕн командăра ахаль те профессионалсем – экономистсем, менеджерсем – ĕçлеççĕ-çке.
– Ахаль çынсен шухăшĕ маншăн яланах тĕрев пулнă, пулĕ те. Ман шутпа, чăн-чăн профессионал йышлă сĕнÿпе шухăшра тĕшшине суйласа илет. Правительствăшăн никĕс пулмалли çак документа йĕркелеме çынсем йышлăн хутшăнни пирĕн обществăн гражданла активлăхĕ ÿснине, вăл вăхăт кăларса тăратакан ыйтусене татса памалла чух чăмăртаннине çирĕплетет. Çавăнпа та эпĕ пирĕн тĕп тĕллеве – республикăна Раççейĕн пурăнмашкăн хăтлă тата илĕртÿллĕ регионĕ тăвассине – пурнăçлассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакансене тав тăватăп.
– Сĕнÿсем эсир республикăри лару-тăрăва мĕнле хакланипе пĕр килеççĕ-и;
– Пĕр килеççĕ, çакă маншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Эпĕ халăхпа час-часах курнăçатăп, ăçта мĕнле ыйтусем пулнине пĕлетĕп. Çавăнпа нумай ыйту-сĕнÿ тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Пирĕн асра тытмалла, кирек хăш общество никĕсĕ – çынсем. Çирĕп çемье вара – сывă общество никĕсĕ.
– Тĕплĕнрех ăнлантарсамăр...
– Чăваш ен чи малтанах çемье йăлисене хисепленипе вăйлă.
Пирĕн аслă Иван Яковлевич Яковлев çемье çинчен каланине аса илĕр, «Çемьене упрăр, çемьере – халăх тата патшалăх тĕревĕ. Çирĕп те туслă çемьешĕн тулашри кулленхи чăрмавсем хăрушă мар».
Маншăн çемье – аслă ăрусемпе, йăла-йĕркепе, хамăн халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнни.
– Ку тема республикăн малалли аталанăвне мĕнле витĕм кÿме пултарать;
– Пирĕн çынсен ытларах чухне ВВП калăпăшĕ е промышленноç производствин индексĕсем пирки шухăшласа ларма вăхăт çук. Вĕсене кулленхи ыйтусем интереслентереççĕ, медицина пахалăхĕ, ачасене лайăх ача садне е шкула яма май пурри, ĕç, тивĕçлĕ шалу, уявсене тăвансемпе, туссемпе тата çывăх çынсемпе паллă тăвасси, çул çÿресси.
Шухăшласа пăхас-тăк – телейлĕ çемье текен ăнлава республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп мĕнпур çул-йĕрĕ кĕрет. Çавăнпа 5 çул каялла та, паян та Правительство хăйĕн ĕçĕнче Чăваш енри çынсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туйнине е, ансатрах калас-тăк, çирĕп те телейлĕ çемьесем йĕркелемелли майсем тăвассине тĕпе хурать.
– Апла-тăк – сывлăх сыхлавĕнчен пуçлар. Мĕнле шухăшлатăр, çитес çулсенче хăш ыйтусене татса памалла;
– Эпир сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕсене тăватпăр, пуррисен пурлăхпа техника базине вăйлататпăр. 2011–2013 çулсенче республикăри ача çуратмалли мĕнпур çурта, çавăн пекех кашни иккĕмĕш сиплев учрежденине юсанă. Федераци влаçĕсем Чăваш ене фельдшерпа акушер пункчĕсен сетьне аталантарас енĕпе çĕршывăн чи лайăх сакăр регионĕн шутĕнче асăнчĕç.
Çапах, шел те, çынсем йышăнăва малтанах çырăнни-çырăнманнине пăхмасăр врач пÿлĕмĕн алăкĕ умĕнче черетре вăрах кĕтме тивни пирки час-часах ÿпкелеççĕ. Çапла та пулать, пациента врач патне планпа пăхнă пек çырăнма май çук теççĕ, çав вăхăтрах çак пулăшупа тÿлевлĕ майпа усă курма пулать иккен. Пăшăрханса палăртатăп, ялсемпе хуласенче пурăнакансем медицинăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменни, тепĕр чухне медперсонал кăнттам пулни пирки ÿпкелеççĕ.
Врачсемпе медицина сестрисене çакна калам, больницăна килнĕ май пациентăн кунта хăйне кирлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, больница ĕçченĕсем чире парăнтарас енĕпе унпа пĕр шухăшлă пулас шанăçне тÿрре кăлармалла. Çакăн валли питĕ нумай укçа мар, çынлăх тата тÿрĕ кăмăл кăна кирлĕ.
– Сывлăх теминчен социаллă ыйтусем патне куçар. Республика хăйĕн социаллă обязательствисене пурнăçлассине упраса хăварĕ-и;
– Иккĕленместĕп, вăйлă регион палли – вăл халăхăн социаллă пурнăç енĕпе хÿтлĕхсĕр сийĕшĕн – ачасемпе ватăсемшĕн, инвалидсемшĕн, сахал тупăшлă çемьесемшĕн – мĕнлерех тăрăшнин шайĕ. Паян эпир тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси енĕпе çыхăннă ыйтусене туллин татса паратпăр. Ку – çемьене çирĕплетессипе тÿрремĕнех çыхăннă принциплă позиции. Республикăра тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтармалли программа пур.
Пусăм туса калатăп, программа ĕçлет. Çакăн кăтартăвĕ – темиçе ача çуртне хупни, вĕсенче пурăнмашкăн тăлăхсем çук.
Иртнĕ пилĕк çулта нумай ачаллă çĕр-çĕр çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесем Чăваш ен бюджетĕнчен хушма çĕр пин тенкĕ илеççĕ. Çак укçапа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн та усă курма пулать. 2012 çултанпа çемьере виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан пособи тÿлетпĕр.
– Çамрăксемшĕн тăрăшнă май аслă ăру интересĕсене туллин пурнăçлассине манас хăрушлăх çук-и;
– Эпир хамăрăн паянхи пурнăçа йĕркеленĕ çынсем, асаннесемпе асаттесем пирки манмастпăр, вĕсемшĕн тăрăшатпăр.
Пысăк ĕç стажĕллĕ çынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассипе çыхăннă йышăну тунă май, кайран çак ята илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарнине кура 41 пин çын саккунпа пăхнă çăмăллăхсене тивĕçрĕ. Çакна палăртам, республикăра 400 пин ытла çын тĕрлĕ социаллă пулăшупа усă курать.
– Эсир хевтесĕр çынсене социализацилемелли пирки пĕрре кăна мар каланă...
– Костыльпе е инвалид кÿмипе çÿрекен çыннăн паян йĕркеллĕ пурăнмалли майсем анлăланса пыраççĕ. Ача сачĕсенче аталану енĕпе уйрăмлăхсем пур, ачасен ушкăнĕсем уçăлаççĕ, бассейнсенче ятарлă оборудовани вырнаçтаратпăр, ятарлă спорт секцийĕсем йĕркеленеççĕ... Шупашкарта Республикăн инвалид ачасен дистанци вĕрентĕвĕн центрĕ ĕçлет, культура учрежденийĕсене те хевтесĕр çынсем валли меллĕрех тăватпăр.
Çапах хевтесĕр çынсемшĕн пурнăçа меллĕрех тăвас тĕлĕшпе ĕçлемелли нумай-ха. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен хăшпĕр ертÿçи пандуссем вырнаçтарассине халĕ те ытлашши ĕç тесе хаклать. Картишсенчи площадкăсенче ытларах çĕрте уйрăм вăйă зонисем çук. Пирĕн социаллă мĕнпур объекта республикăри хевтесĕр çынсемшĕн меллĕ тумалла.
– Çакă Чăваш енĕн социаллă аталанăвĕн анлă ыйтăвĕпе çыхăннă тепĕр çул-йĕр-и;
– Çапла. Çавăнпа эпĕ яланах республика Правительствин те, саккунсем кăларакан тата халăх суйлакан пухусен депутачĕсен те кашни ыйтăва комплекслă майпа тишкермелли пирки калатăп.
Паян ача сачĕсенчи черетсен çивĕч ыйтăвĕ хыçа юлать теме юрать ĕнтĕ. Эпир виçĕ çулчченхи ачасем тĕлĕшпе шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенчи черете пĕтертĕмĕр.
Шкулти апатланăвăн çĕнетÿ программине пурнăçланине, вĕренÿ литературипе çыхăннă ыйтăва татса панине те курăмлă çитĕнÿ тесе хаклатăп – паян тĕп мĕнпур учебнике шкулсенче ачасене тÿлевсĕр параççĕ.
Çапах пурнăç çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çĕнĕ йышши шкулсем кирлĕ – мĕнпур ача пĕр сменăра вĕренме пултартăр, шкулсенче спорт, музыка, ÿнер, ташă енĕпе хушма занятисем ирттермелли условисем пулччăр. Çирĕплетсех калатăп, 17 çĕнĕ шкул – çитес пилĕк çулта пурнăçламалли тĕллев. Пĕтĕмпе вара 2025 çулччен çĕнĕ 30 шкул тăвăпăр.
– Рабочисен кадрĕсен дефицичĕпе çыхăннă ыйтăва мĕнле татса парасшăн;
– Эпĕ Чăваш енĕн инвестици илĕртÿлĕхне çĕклессине хамăн регион ертÿçин должноçĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе хаклатăп. Паян Чăваш ене питĕ пысăк проектсене пурнăçлас енĕпе шанчăклă ĕçтеш пулнипе пĕлеççĕ. Пилĕк çулта республика территорийĕнче пурнăçланă пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем 100 патнеллех. Ку вара – пысăк тухăçлă тата лайăх ĕç укçиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕ. Чăваш ен экономикине 130 млрд тенкĕ ытла хывнă.
Паянхи кун республика территорийĕнче Испанири, Германири, Сербири, Японири, Италири тĕнчипе паллă компанисем ĕçлеççĕ. Çав шутра – «Рока Групп» компани предприятийĕсем те, Канашри пахчаçимĕç тирпейлекен «Девелей» завод та. Çак предприятисем ăнăçлă ĕçлени Чăваш ен бизнес тытса пымалли хăтлă регион пулнине çирĕплетет.
Çитес пилĕк çулта эпир 250 млрд тенкĕрен кая мар инвестици илсе килме палăртатпăр. Çуллен пысăк технологиллĕ производствăсемпе заводсене пиллĕкрен кая мар уçасшăн.
Унсăр пуçне, çĕнĕ производствăсем йĕркелессине май пур таран ансатлатмалла. Калăпăр, 2020 çул тĕлне индустри (промышленноç) паркĕсене виççĕрен кая мар йĕркелеме пăхнă, вĕсене кирлĕ инфратытăмпа туллин тивĕçтерĕпĕр.
/сĕмĕн тепĕр никĕсĕ – пĕчĕк тата вăтам бизнес. Çуллен хамăрăн предпринимательсене патшалăх енчен пулăшассине ÿстерсе пыратпăр. Çак укçа виçи миллиард тенкĕ урлă каçнă ĕнтĕ. Ку – пысăк виçе, укçана предпринимательсене хăйсен ĕçне аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмашкăн уйăратпăр.
– Сирĕн шухăшпа, çак плансене пурнăçланин тĕп кăтартăвĕсем мĕнлерех пулмалла;
– Чи малтанах ĕçсĕрлĕх шайĕ палăрмаллах чакмалла, ĕç тухăçлăхне кура ĕç укçи ÿсмелле. Паян Чăваш ен ĕçсĕррисен шутне чакарассин хăвăртлăхĕпе тата çынсене ĕçе вырнаçтарассин шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта. Эпир çынсене республика тулашне каймасăрах лайăх шалуллă ĕç тупмалли чăн майсем туса патăмăр. 2010 çултанпа республикăри уйăхри вăтам ĕç укçи 1,5 хут ытла пысăкланнă.
Плансене пурнăçлани 2020 çул тĕлне пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерсе, çĕнĕ йышши производствăсем уçса тата ĕç технологийĕсене çĕнетсе Чăваш енри уйăхри вăтам ĕç укçине 30–33 пин тенкĕ таран пысăклатма май парĕ.
– Паянхи экономика условийĕсенче республикăн ял хуçалăхĕ умĕнчи тĕллевсене мĕнлерех куратăр;
– Эпĕ хам хресчен çемйинче çуралнă, пушă вăхăт пулсан паян та çĕр çинче тулли кăмăлпа ĕçлетĕп.
Чăваш ен – вăйлă аграри регионĕ. Республика хăйне хамăр патра туса кăларнă апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме пултарать. Пысăк пахалăхлă апат-çимĕçпе! Экологи тĕлĕшĕнчи тасипе, сывлăхшăн усăллипе. Унсăр пуçне, кăçал ютран апат-çимĕç кÿме чарни пире хамăрăн продукцие сутмалли хушма майсем пачĕ.
Çакăнпа çĕршывăн апат-çимĕç рынокĕнче хамăрăн майсене анлăлатма усă курмалла. Тухăçăн 40 ытла процентне хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта сутăпăр. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсен тупăшлăхне икĕ хут таран ÿстерме май парĕ. Унсăр пуçне, аш-какай туса илессине 1,5 хут пысăклатма палăртатпăр.
– Çынсем регион тулашне тухса кайма пăрахрĕç-тĕк – вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту татах çивĕчленĕ. Ăна мĕнле татса парасшăн;
– Чăваш ен федерацин Атăлçи округĕнче кашни çын пуçне тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕпе малти вырăна çухатмасть. Юлашки пилĕк çулта нумай хваттерлĕ пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 1,5 хут ÿснĕ. Чăваш ен çĕршывра чи малтанхи регионсен шутĕнче «Çурт-йĕр – Раççей çемйи валли» программăна пурнăçлама пуçларĕ. Унсăр пуçне, республика федерацин граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программине хутшăнассине малалла тăсать. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен юхăннисен шутне кĕртнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан мĕнпур çынна 2017 çулта хăтлă çĕнĕ çуртсене куçарăпăр. Нумай хваттерлĕ 2 пин çурта тĕпрен юсăпăр.
Çынсем çурт-йĕр туянма пултарччăр – çак тĕллевпе экономкласс йышши хваттерсене нумайрах тăватпăр. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле унăн хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчи тÿпи 50 процента яхăн танлашмалла. Ман шухăшпа – 2018 çул тĕлне экономкласс йышши хăтлă çурт-йĕр строительствине 60 процента çитермелле.
– Çулсем вара;
– Эпир çул-йĕр тăвассин калăпăшне çуллен пысăклатса пыратпăр, çак туртăма упраса хăвармалла.
Ялсенче тĕрлĕ сийлĕ çулсен строительствине малалла тăсăпăр. Сăмах çĕр-çĕр километр çул пирки пырать, çакă çĕршер ялшăн тата вĕсенче пурăнакансемшĕн транспортпа усă курассипе çыхăннă ыйтăва татса парĕ.
– Михаил Васильевич, çын çăкăрпа кăна тутă пулманни паллă. Кăмăл-сипетпе ăс-хакăл, культура çинчен те манмалла мар...
– ,ç тăвакан влаç органĕсен тивĕçĕ – регионти обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упрасси тата çирĕплетесси. Пирĕн хăват – чун пуянлăхĕнче, нумай нациллĕ халăх пĕрлĕхĕнче. Общество организацийĕсемпе пĕрле çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлетпĕр.
Палăртсах калам, çуккине пур пек кăтартма тăрăшмастпăр, хамăрăн полномочисене, хамăр çине илнĕ обязательствăсене чыслăн тата туллин пурнăçлатпăр.
Çÿлерех асăннă плансене пурнăçлани Чăваш ен халăхĕшĕн кăтартуллă ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упраса хăварма кирлĕ. Вĕсене килес ăрусене – хамăрăн ачасене тата мăнуксене – памашкăн упрамалла. Эпир иртнине астăватпăр, паянхине хаклатпăр, пуласлăха çирĕппĕн пăхатпăр!
Чăваш ен – уçă регион!