09 сентября 2015 г.
Кăçалхи сакăр уйăхра Вăрнар районĕнче 35 пушар тухнă, 3100 пин тенкĕлĕх пурлăх сиенленнĕ, икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăватă çын тĕрлĕ сурансем илнĕ.
Çак цифрăсем кашнинех шутлаттарма тивĕç. Мĕнпур пушарсен 77 проценчĕ уйрăм çуртсенче пулнă. Тĕп сăлтавĕсем – çулăмпа асăрханусăр усă курни, электрооборудованипе тата устройствăсемпе усă курнă чухне эксплуатаци правилисене пăсни. Çулăмпа асăрханусăр пулни.
Чĕлĕм туртнă вăхăтра, уçă çулăмлă приборсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни хакла ларать. Пушар çуртсем çумĕнче чĕртнĕ кăвайтран та тухма пултарать.
Пăрахнă чĕлĕмĕн çунакан материалĕ кĕлленсе сÿнет, анчах кĕл вырăнĕнчен тепĕртакран пушар тухма пултарать. Вырăн çинче туртни, уйрăмах ÿсĕрле, инкек патне илсе çитерет. Чĕлĕм тĕпĕ тÿрех тивсе илмест. Ку вăхăтра çын çывăрса та каять. Тĕлкĕшсе тăнипе тухакан газ çывăраслăха ÿстерет, çавна май вăл пушар пуçланнине сисмест те, хăйне те çăлаймасть.
Электричество приборĕсенчен пушар сете хăватлă потребительсем йывăрлатнипе е пĕр розеткăна темиçе устройство шнурне чикнипе, электросетьсем хăйсен вăхăтне ĕçлесе ирттернипе, юсавсăр электроприборсемпе усă курнипе тата вĕсене асăрхавсăр хăварнипе тухать.
Килтен кайнă чухне электроприборсене, компьютерсене, аудио-, видеотехникăна розеткăран кăларнă-и – тĕрĕслеме ан манăр. Газ пырса тăракан çула хупнă-и; Астăвăр, чÿречерен кăларса пăрахнă чĕлĕм тĕпĕсем уçă кантăкран сирĕн балкон çине вĕçсе кĕме пултараççĕ. Чÿречесене, форточкăсене хупма ан манăр, уçă балконсенче çунакан япаласем ан упрăр.
Хисеплĕ граждансем, пушара сÿнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине пĕр самантлăха та ан манăр. Пушар калама çук пысăк хуйхă кÿрет.
А.ИВАНОВ,
Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн управленийĕн
Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн
аслă инспекторĕ.