09 сентября 2015 г.
Çу вĕçĕнче тата кĕр пуçламăшĕнче çынсем нÿхрепсене пахчаçимĕç хума хатĕрлеме тытăнаççĕ. Анчах та нумай чухне хăйсен хăрушсăрлăхĕ пирки манаççĕ.
Акă, август вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнчи пĕр хуçалăхăн нÿхрепĕнче тăватă çын пурнăçĕ татăлнă: 39-ти хĕрарăмăн, 46-ри, 88-ти тата 41-ри арçынсен. Вĕсем пурте маларах кун управа уçă çулăмпа имçамланипе пухăннă сĕрĕм газĕпе наркăмăшланнă.
Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тесен правилăсене манмалла мар:
– хупă тăракан тарăн управсенче хăрушă концентрациллĕ çутçанталăк газĕ пухăнать, вăл наркăмăшланать, çунма, сирпĕнме, çын ÿтне пĕçертсе яма тата ăна вĕлерме пултарать;
– нÿхрепе пĕччен кĕмелле мар. Пĕри шала аннă вăхăтра, кирлĕ пулсан, тепри пулăшу чĕнме пултартăр.
Харпăр хăй пурнăçне сыхлас тесен пахчаçимĕçе, ытти продуктсене нÿхрепе е гаража кĕртиччен пилĕк минутран кая мар уçăлтармалла. Тÿрех çутă çутни е шăрпăк чĕртни пушар кăларма пултарать. Çутçанталăк газĕн шăрши çук, вăл питĕ хăрушă. Концентраци пысăк пулсан газ наркăмăшлă, сирпĕнме, çунма пултарать. Нÿхрепе кăмрăк хутнипе типĕтсен те унта сĕрĕм газĕ пухăнас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та ăна талăк хушши уçăлтармалла.
Енчен те наркăмăшланнин паллисем (лĕклентерни, пуç çаврăнни, хăлха янăрани) пулчĕç-тăк, тÿрех уçă сывлăша тухмалла. Çын тăн çухатрĕ-тăк, ăна та илсе тухмалла, тумтирĕн çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, шăлавар ременьне çемçетмелле. Кирлĕ пулсан нашатырь спирчĕ йĕпетнĕ ватăна шăршлаттармалла, хыççăн çăра чей е кофе ĕçтермелле.
Енчен те çын япăх сывлать пулсан искусствăла майпа сывлаттармалла, васкавлă пулăшу чĕнмелле.
Ф.ТИМОФЕЕВ,
район администрацийĕн ятарлă программăсен
пайĕн пуçлăхĕ.