05 сентября 2015 г.
Пирĕн Малтикас Ялтăра çĕрĕ çинче, Хирлеп шывĕ хĕрриинче, симĕс хырлăх вăрманĕ катаранах илемлĕн курăнса ларать. Аш-какай комбиначĕн хальхи ферминчен çур çухрăмра кăна темелле. Лаптăкĕпе пилĕк гектар ытларах йышăнать.
1980 çултан пуçăнса тăхăр çул хушши «Новый путь» колхоз пуçлăхĕнче Василий Николаевич Ананьев ĕçлерĕ. Çав вăхăтра вăл темиçе çĕрте халăха йывăç ларттарса тавралăха палăрмаллах пуянлатрĕ. Хырлăх вăрманĕ ытарма çук илемлĕ. Çынсем унта çăвĕпех кăмпана çÿреççĕ. Ананьевсем пурте йывăçа, вăрмана юратса ÿснĕ. Николай Ананьев (Ваçлей ашшĕ) нумай çул хушши Шутнер вăрманĕнче лесникре ĕçленĕ, паллă вăрманçă пулнă. Ăна пурте хисепленĕ.
Ваççа Ананьев ачалăхĕ вăрман варринче иртнĕ. Çитĕнсен вăл ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн шăлнĕ Владимир та çутçанталăка юратать, йывăç лартма кăмăллать. Амăшĕн анкарти хыçĕнче хунав-тĕм пайтах лартса тултарчĕ. Василий Ананьев хăйĕн пурнăçĕнче мĕнпур ĕçре ырă йĕр тунипе паллă. Симĕс хырлăх сывлăхшăн та усăллă.
Нина ПАРАМОНОВА.
Малтикас Ялтăра.