05 сентября 2015 г.
Ведомствăна пăхăнман Вăрнарти хурал уйрăмĕн сотрудникĕсем харпăрлăхçăсен пурлăхне хуралланипе пĕрлех обществăлла йĕркелĕхе сыхлассине тата хăрушсăрлăха тивĕçтерессине те сумлă тÿпе хываççĕ.
Кăçалхи ултă уйăхра республикăри управленийĕн Вăрнарти филиалĕн экипажĕсем «тревога» сигналĕпе сыхлакан 115 объекта тухнă, право йĕркине пăснă 49 çынна тытса чарнă.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн «02» службин пĕлтерĕвĕсемпе 225 хутчен вырăна тухнă, дежурнăй чаçе 100 çынна çитернĕ.
Хурал пайĕн полици нарячĕ тупса палăртнă ултă преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, тăваттăшне суда ярса панă. Преступлени тума пултарнă виçĕ çынна, шыравра пулнă пĕр преступнике тытса чарнă.
Оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх результатсем кăтартнăшăн полици прапорщикне Евгений Викторова, полици пайĕн аслă полицейскине Владимир Яковлев прапорщике Раççей Шалти ĕçсен министерствин ведомствăна пăхăнман хуралăн Чăваш Республикинчи управленийĕн приказĕпе хавхалантарнă.
В.ПАВЛОВ,
ведомствăна пăхăнман Вăрнарти хурал уйрăмĕн пуçлăхĕ
полици капитанĕ.