05 сентября 2015 г.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕ хăрушсăрлăх урокĕнчен пуçланни ăнсăртран мар. Юлашки вăхăтра кĕçĕннисем хутшăннипе инкексем час-часах çырăнчĕç.
Нумай чухне унашкал тĕслĕхсем ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăл-хĕрне çителĕклĕ пăхса çитерейменнипе пулаççĕ. Кăçал акă çакна пулах 14 ача пиçсе кайнипе (I–II степень) шар курнă. Пурте 2013 – 2015 çулсенче çуралнисем.
Вунпĕр ача паллă мар япаласем, таблеткăсем çăтнипе наркăмăшланнă.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Эппин, асăрханулăх пирки манас мар. Вĕри шывпа ĕçленĕ вăхăтра ачăрсене çывăха ан ярăр. Е вĕри шыв тултарнă савăтсене ачасем çитмелле лартни те инкек патне илсе çитерме пултарать.
Тĕрлĕ эмелсем те ачашăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та таблеткăсене ăçта килнĕ унта асăрхавсăр хăварни вырăнсăр. Кĕçĕннисем ăнланмаççĕ – темиçешер те çăвара хыпма пултараççĕ. Аптечкăсене те ачасем çитмелле мар вырăнта тытăр.
Ачасен сывлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ явап тытать. Кунашкал тĕслĕхсемшĕн вĕсем тĕлĕшпе административлă протокол (РФ КоАП, 5.35-мĕш ст., 1-мĕш п.) çыраççĕ, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие ярса параççĕ.
Э.ТАТАРОВА,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин
«Вурнарский» пайĕн çула çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ
полици майорĕ.