05 сентября 2015 г.
Республикăри çулсем çинче ÿсĕр водительсем хутшăннипе аварисем чылай çырăннине кура çул-йĕр инспекторĕсем тăтăшах тĕллевлĕ рейдсем ирттереççĕ.
Август вĕçĕнче республикăри патшалăх автоинспекцийĕн ятарлă батальонĕ, наркотĕрĕслев представителĕсем хутшăннипе «Ÿсĕр водитель» операци ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче руль умне пырĕсене хĕртнĕ хыççăн ларнă тăватă водителе тытса чарнă. Тĕлĕнмелле те, ÿсĕрскерсенчен виççĕшĕн права та çук. Тăваттăмĕшĕнне ăна туртса илме тивнĕ. Суд йышăнăвĕпе кунашкал чухне водителе 1,5 – 2 çуллăх машина рулĕ умне ларас ирĕкрен хăтараççĕ.
Ятарлă рейдсем вăхăтĕнче кăна мар, çул-йĕр инспекторĕсем ытти чухне те кунашкал сĕмсĕрсемпе кĕрешеççĕ. Çичĕ уйăхра пĕтĕмпе 124 ÿсĕр водителе тытса чарнă.
Г.КАЗЫКИН,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан.