05 сентября 2015 г.
Пирĕн ентешсем Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа ирттерекен Пĕтĕм Раççейри «Герои Великой Победы-2015» литература конкурсне хутшăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Конкурса пĕтĕмпе 2868 ĕç йышăннă, 205-шне унчченех пăрахăçланă.
Пĕрремĕш тур хыççăн Максим Краюшкин гимназист («Венский вальс» сăвă) конкурс сертификатне илме тивĕçнĕ. Иккĕмĕш тур çĕнтерÿçисем хушшинче республикăра палăрма ĕлкĕрнĕ ентеш-сăвăçсем те пур – Галина Антонова («Его звали «Чуваш» поэма) тата Валерий Кошкин («Родники России» сăвă). Вĕсем конкурс дипломанчĕсем пулса тăнă.
Юлашки, виççĕмĕш, турта «Поэзи» номинацире çĕршыври 54 поэтпа пĕрле Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ ятне пирĕн хаçат авторĕ Сергей Кошкин та çĕнсе илнĕ. Унăн «История любви» поэмине Константин Пуликовский генерал-лейтенант, Раççейри тĕрлĕрен министерствăсен ертÿçисем, паллă критиксемпе литература ĕçченĕсем пысăк хак панă, Мускаври «Не секретно» издательствăра кăларма пăхса тухнă ятарлă сăвă пуххине кĕртме палăртнă. Аслă Çĕнтерĕве халалланă конкурссенче Сергей Кошкин иккĕмĕш хут çĕнтерÿçĕсен ретне кĕме пултарчĕ, вунă çул каяллах вăл Пĕтĕм тĕнчери сăвăçсемпе тупăшса лауреат ятне тивĕçнĕччĕ.
Кăмпалта çуралса ÿснĕ Антип Николаев писателĕн Хăмăшри тăванĕсем унăн пултарулăхне малалла тухăçлă тăсса çитĕнÿсем туни ентешсене уйрăмах савăнтарать. Сăмах май, асăннă конкурса Волгоград облаçĕнче пурăннă Клюсара Павловна Кошкина-Ермилован мăнукĕ Ксения Алексеева та хутшăннă иккен, «Проба пера» номинацире «Волгоградская сирень» сăвви ăна та конкурс лауреачĕсен йышне тата 18 çула çитмен авторсен сборникне кĕме май панă. Унччен вăл хăйсен районĕнчи тата облаçри конкурссене сахал мар хутшăннă, Дон çинчи казаксен историйĕпе интереслĕ материалсем пухнă.
С. Чикмякова.