05 сентября 2015 г.
1968 çул. Эпир – Хĕвелтухăç Çĕпĕр çĕрĕнче, Байкал леш енчи çар округĕнче виççĕмĕш çул службăра тăратпăр.
Август уйăхĕн шăрăх кунĕнче мана тата Улатăр районĕнчен килнĕ Валерий Капралова рота командирĕ Волошин капитан хăй патне чĕнтерчĕ. Пирĕн ыран ирхи поездпа Иркутскри çар госпитальне, хамăр ротăри Кубань каччи Виктор Ковалев салтак патне çитмелле, укçа тата çырусем çитерсе памалла иккен.
Эпир ирех поезд çинче. Зима, Залари, Черемхово, Ангарск хулисем хыçа юлчĕç. Иркутск хулине çитетпĕр, госпитале те шыраса тупрăмăр. Виктор Ковалева чĕнтеретпĕр, калаçатпăр. Вăл укçаран ытла çырусемшĕн савăнчĕ. Пурте Армавир хулинчен. Хĕрĕн çырăвĕсем пулас...
Чылай калаçса лартăмăр. Виктор ахаль салтака манманшăн, çын вырăнне хунăшăн куççульленчĕ. Сывпуллашатпăр, ырă сунса часрах сывалса тухма сĕнетпĕр.
...Иркутскпа паллашатпăр. Ватă хула хăйĕн историйĕпе тата илемлĕхĕпе тыткăна илет.
Гарнизона кайиччен вăхăт нумай-ха. Пурне те курас килет, ку хулара урăх нихăçан та пулаймастпăр пулĕ. Кунĕ шăрăх та эпир лаштра йывăç сулхăнне вăрăм тенкел çине ларатпăр, хула илемне сăнатпăр. Пирĕн çума аллине туя тытнă, çÿллĕ те патвар ватă уксахласа пырса ларчĕ.
– Служба мĕнле пырать, салтаксем, дембель çитет-и? – кăсăкланчĕ ватă.
– Тăватă уйăх юлчĕ, – хуравлатăп эпĕ.
– Хăвăр ăçтан-ха?
– Атăл хĕрринчен, Чăваш çĕршывĕнчен, – пĕлтерчĕ Валерка Капралов.
– Пĕлетĕп, пĕлетĕп, Василий Чапаев çĕршывĕ, Колчак çарне вăйлă аркатнăскер, анчах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.
Çав вăхăтрах шутласа илетпĕр, мĕн-ха вăл пире калаçтарать тесе. Салтакра вĕрентнине аса илетпĕр: «Болтун – находка для шпиона». Çапах та ватă çынна темшĕн шанас килет. Ыррăн та уçă кăмăллăн калаçать.
– Эпĕ вĕт çак урана граждан вăрçи вăхăтĕнче амантрăм, – терĕ вăл ал туйипе протез урана шаккаса илсе. – Тем те курма тиврĕ, пирĕн çамрăклăх йывăр вăхăтра иртрĕ. Омск правительне Александр Колчака тата унăн аслă министрне Виктор Пепелява персе вĕлерме тиврĕ. Эсир Иркутск хулинче пĕрремĕш хут пулас, çавăн пек туйăнать. Кăмăлăр тата вăхăт пулсан сире Колчака персе вĕлернĕ вырăна илсе кайса кăтартма пултаратăп, – сĕнчĕ пире ватă çын.
Пире çĕршыв историйĕн пулăмне пĕлме кăсăклă пулса кайрĕ. Унпа килĕшетпĕр, пĕрле тенкел çинчен тăрса утатпăр.
– Сире малта курăнакан çÿллĕ вырăна çитерĕп, аялта Ангара шывĕ талпăнса юхать.
Ватă шухăша путса утать. Кăтартнă вырăна çитетпĕр.
Чăнкă çыран. Ангара шывĕ, Байкал кÿллинчен юхса тухаканскер, хăватлăн çуталса малалла хум хыççăн хум хăвалать.
– Эпĕ ун чухне Иркутск хулинчи Губ. Ч.К.-ра ĕçлеттĕмччĕ, – сăмахне пуçларĕ ватă. – Иркутск тĕрмине сыхлаттăмăрччĕ. Александр Колчака тата унăн штаб çыннисене çав тĕрмене хупнăччĕ. Колчака шурă чехсем, хăйсем Владивостока çитсе Чехине таврăнассишĕн пулса тытса пачĕç. Раççейĕн ылтăн запаслă поезчĕ Колчакпа пĕрле 1920 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Иркутск хулине çитрĕ. Çав поезд составĕн 22 вакунне ылтăнпа тата 8 вакунне кĕмĕлпе витнĕччĕ. Çак поезда чехсем сыхланă, вĕсен планĕпе ăна Владивостока çитермелле пулнă. Колчака, унăн штабне арестлесен тата допрос тусан, çав вăхăтрах Каппель генерал Колчака хăтарма хатĕрленнине пĕлсен, çак пулăм вара Иркутск хулишĕн йывăр пуласса ăнланса Александр Колчака тата Виктор Пепеляев аслă министра персе пăрахма йышăну тăваççĕ.
1920 çулхи февралĕн 6-мĕшĕ. Пире, Иркутск тĕрмине сыхлакансенчен 15 çын суйласа илсе конвой турĕç. Иркутск тĕрминчен тухатпăр. 32 – 35 градус сивĕ. Тулли уйăх пулнăран кăнтăрлахи пекех çутă. Инçех те мар тупă сасси илтĕнет. Ирхи 4 сехет, халь эпир тăракан вырăна çитрĕмĕр. Авă, аяларах пăхăр-ха, çав пĕчĕк лапама Александр Колчакпа Виктор Пепеляева тăратнăччĕ. «Сире юлашки сăмах паратпăр», – терĕ пирĕн командир вĕсене.
«Эпĕ ыйтатăп, – калаçрĕ А.В.Колчак, – манăн арăм Парижра, ывăла Турă пулăшса пытăр. Пĕлтерĕр эпĕ Раççейшĕн пĕтнине».
– Сирĕн мĕн? – ыйтрĕ командир В.Пепелявран. Вăл вара хăй çырнă хут таткине пачĕ. Унта вăл хăй амăшĕнчен ырлăхра çÿреме кĕлĕ тума тата ывăлне лайăхпа кăна асăнса пурăнма ыйтнă. Приказ вуланă хыççăн винтовкăсене çĕклерĕмĕр, вĕсем çине тĕллерĕмĕр. Сăнатăп: Александр Колчак çÿллĕ те хыткан, пуçне тÿрĕ тытса çирĕппĕн тăрать, В.Пепеляев вара, пĕчĕк те мăнтăрскер, пуçне уснă, макăрать тата вĕçĕ-хĕррисĕр сăхсăхать.
Пеме приказ пачĕç. Икĕ кĕлетке юр çине йăванчĕç. Тепĕр хут «контрольный» пертерчĕç. Çутă уйăх, тулли уйăх çын виллисене тата перекенсене сăнарĕ. Хăй те пăшаллисене приговор çырчĕ тейĕн. Çак истори хыççăн вунă кунтанах урана татмаллах амантрăм.
– Вилесене ăçта хурăпăр, – ыйтрĕ командир.
– Ангарана, Ангарана!!! – терĕç Губ.Ч.К. çыннисем. Çийĕнчех вак касрĕç, вилесене сĕтĕрсе антарса Ангара юханшывне вакран ячĕç.
– Халĕ шутлатăп та, – малалла каларĕ Губ.Ч.К.-ра ĕçленĕ ватă, – Александр Колчак Раççей çĕрĕшĕн присяга тытнă та-ха, анчах та присягăна урăх нимĕнле пулăмсемшĕн те улăштарман. Революци пулман пулсан вăл Раççейшĕн питĕ пысăк çын пулмаллаччĕ. Вăт çакăн пек историне лекмелле пулчĕ манăн, – вĕçлерĕ ватă.
– Таймапуç сире, хăвăр мĕн ятлă пулатăр, – ыйтрăм эпĕ. Анчах та хăй ятне-шывне пĕлтермерĕ вăл. Службăна йĕркеллĕ вĕçлеме ăнăçу сунчĕ çеç.
Ангара юханшывĕ А.Колчакпа В.Пепеляева йышăннăскер, тасалнă, мăнаçлă Çĕпĕр юханшывĕ малалла ăнтăлать, хум хыççăн хум хăвалать...
Валерий ГРИГОРЬЕВ.
Кивçурт Енĕш.