Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлăх пулмасан…

05 сентября 2015 г.

Виçĕ çул каялла 70 çулчченхи пархатарлăх ыйтăвне çĕклессипе, 70 çулхи пархатарлă ватăсен тĕпелне йĕркелессипе хамăн шухăша çак хаçатра пĕлтернĕччĕ эпĕ. Хампа пĕр ÿсĕмри виçĕ тĕслĕхе илнĕччĕ. Çав шутра Çавалкасран виçĕ мăшăр пулнă: 1945 çулта çуралнă Л.М.Кустин, В.С.Виноградов, В.Г.Капитонов. Вĕсен арăмĕсем пилĕк çул енне кĕçĕнрех. Эппин, пĕр вăхăтра пенсие кайнă мăшăрсем. Кăçал вĕсен пенси тапхăрĕн вунă çулĕ çитрĕ. Çак вунăçуллăха пĕтĕмлетме те вăхăт. Кашни мăшăр ку хушăра 5–6 тонна аш-пăш, 70–80 тонна сĕт туса сутрĕ. Паллах, таса продукципе хăйсене ытлă-çитлĕ тивĕçтернĕ. «Кашни çын хăйне тăрантармалăх ĕçлетĕр!» – тенĕччĕ Александра Кустина, пенсие тухнă май. Икĕ ĕне, икĕ пăру, тăватă сысна тытатчĕç. Хурĕсен шутне хăйсем те пĕлмеççĕ. Тата тăватă пăру илчĕç. Ачисен – хăйсен пурнăçĕ. Килте иккĕшех. Сывă ÿт-пÿ кĕлеткепе те, шухăш-кăмăлпа та маттур.

Эп çуралса ÿснĕ вырăнтан инçех мар пĕччен хĕрарăм Нина Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕпе) пурăнать. Упăшки ирех çĕре кĕчĕ, хăй 65-ре пыратчĕ. Килкартинче ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк усрать. Хыçра икĕ мăнук (5 çула çитмен). Мĕнле ĕлкĕрет; Тепĕр тĕслĕхе илем. Пăртас ялĕнче пĕр мăшăр Лукинсем питĕ хисепре. Хăй те, арăмĕ те пенсире. Вĕсен вунпĕр ĕне, вунпĕр пăру. Мускавра ВДНХ медальне çĕнсе илчĕç. Эпир вĕсем 62-ре чухне тĕл пулнăччĕ. Колхоза тĕп тунă пирки сысна витине аркатнă. Малалла пурăнасшăннисем çавăн никĕсне кайса пăхнă. «Стенисене тепĕр хут çĕклес пулать», – тенĕ Николай Лукин. Вĕсем сăвакан ĕнесен шутне 27-е çитернĕ. Сакăрвуннăсене çитичченех ĕçлесчĕ, тетчĕç. Кунашкал пархатарлă ĕçченсемпе чунтанах мухтанас килет. Шел пулин те, çакăн пек тĕслĕхсем кашни 100 çын пуçне иккĕн-виççĕн çеç. Халăхăн 80 процентне тĕрлĕ наркăмăш сиенлет. Масарсем хăвăрт тулса пыраççĕ. Больницăсенче кунĕпех çын хĕвĕшет. Аш-пăш, пахчаçимĕçĕ – çурри ытла ют çĕршывсенчен. Килте сывă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес вырăнне ялта пурăнакансем те йытă-кушак тытнипе çырлахасшăн.

Тĕп хуласем кăна мар ытти халăхсемпе тулса ларнă. Эп пенсие тухнă çул мигрантсен шучĕ Раççейре 10 миллион тесе калаçатчĕç. 2013 çулта ку йыш 15 миллиона çитрĕ («Аргументы и факты», октябрьти номер). Паянхи кун Раççее 20 миллион мигрант тăрантарать. Хамăр çÿп-çап та пуçтараймастпăр. Ал ĕçне мантăмăр. Вăрнарта пăхатăп та, дворниксен ĕçне хисеплеме пĕлменнине асăрхатăп. Хаçатра 2010 – 2012 çулсенче Раççей нефтьне ют çĕршывсене сутнин калăпăшне кăтартнă. Тухса тăнă хăрушлăх чанне çапмалла пек! Янтă пурлăх ухмаха кăларать. Çĕр айĕнчипе пурăннă вăхăтра та çĕр çинче пурлăх тума тăрăшасчĕ! 2012 çулхи ноябрьте ТВЦ канал «Срубить по-русски» кăларăмра пĕлтерчĕ: «Вăрмана çуллен çĕршер миллион кубла метр Китая ăсататпăр!» Раççей «ÿпки» çапла хавшаса пырать. Çуллен вуншар миллион гектар вăрман çунать. Вăрмансене хамăрăн Вăрнар тăрăхĕнче те тулăклăн пăхмастпăр. Нефть, газ, вăрман пур: олигархшăн пулсан, сут та сут! Пире, калăпăр, 1947-мĕшĕнче çуралнисене, çĕршыври нĕрсĕр тустару пачах та килĕшмест. Вулакансем пархатарлă ватăсен калаçу тĕпелне хутшăнасса шанатăп.

70 çулчченхи пархатарлăх халăхра пулмасан, хамăра хамăр тăрантаракан халăх пулаймастпăр. Халăхра пултарулăх, пархатарлăх хавшарĕ. Кивçенле пурăнатпăр. Çутçанталăкран мĕн панине каялла тавăрмасан пурнăç пулмасть.

Петр АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика