02 сентября 2015 г.
Ĕнер районти вĕрентÿ организацийĕсем каллех ачасен сассипе тулчĕç. Парттăсем хушшине 3669 ача ларчĕ. Вăл шутран 387 ачашăн йĕс шăнкăрав сасси пĕрремĕш хут янăрарĕ.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсем яваплă çĕнĕ тапхăра кăçал та тĕплĕн хатĕрленчĕç. Юсав ĕçĕсем ирттерме шкулсем 25 млн ытла тенке тивĕçнĕ. Вăл шутран çичĕ шкул тĕплĕ юсавра тата реконструкцире çĕнелнĕ. Хапăс тата Калинино шкулĕсенче «Пурте усă курма юрăхлă хÿтлĕх» программăпа хевтесĕр ачасем валли условисем йĕркеленĕ. Вăрман Кипекри тата Кÿстÿмĕрти вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ шкул автобусĕсене тивĕçнĕ.
Вĕрентĕвĕн çĕнĕ тапхăрĕнче ачасене пĕлÿ тĕнчине 350 ытла учитель илсе çитерет. ,нер вĕсем вĕренекенсене пĕрремĕш урока «Çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕ» темăпа йыхравларĕç.
Кашни шкултах савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Ачасене, педагогсене район администрацийĕн, ведомствăсен представителĕсем саламларĕç.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ачисемпе çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕн савăнăçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пĕрле пайларĕç.
Калас пулать, 1-мĕш шкул вĕрентÿ тытăмĕнчи инновацисене чи малтан ĕçе кĕртнĕ шкулсенчен пĕри. Электронлă дневник, апатланушăн электронлă тÿлев, пĕтĕм шкула сетьпе çыхăнтарасси, «Доступная среда» программа тата ытти те кунта пĕрремĕшле пурнăçа кĕчĕç.
Пĕлÿ пахалăхĕпе илсен, районти кăçалхи 31 выпускник-медалистран 10-шĕ ку шкултан пулчĕç. Спортсменсем, вĕренÿ хастарĕсем чылай. ,нер вĕсенчен чылайăшĕ Хисеп грамотисене тивĕçрĕ.
Ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне саламланă май, Юрий Попов та, Леонид Николаев та паянхи ăрăвăн пĕлĕве анлăлатма мĕнпур майсем пуррине палăртрĕç. Вĕрентĕве ав бюджет укçин чи пысăк пайне уйăраççĕ (районта 60 ытла проценчĕ), шкулсем тĕрлĕ программăпа юсавра çĕнелеççĕ, оборудованисемпе пуянланаççĕ.
Спорта хисепленĕрен, спортпа туслă пулнăран, ыттисене те ку стильпе туслашма чĕнчĕ Юрий Алексеевич, 1-мĕш шкула футбол, баскетбол, волейбол мечĕкĕсем парнелерĕ. Чăваш энциклопедийĕн тăватă томĕ те вĕренÿре усăллă пулĕ.
Леонид Григорьевич хăй енчен иртнĕ вĕренÿ çулĕнче олимпиада-конкурссенче палăрнă ачасене чысларĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.