28 августа 2015 г.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ пахчаçимĕç туса илекенсене августăн 22-мĕшĕнчен «Кĕр парни – 2015» ярмарка сутăвĕ ĕçлеме тытăннине аса илтерет.
Ял хуçалăх продукцине туса илекенсем валли хăйсен таварне сутма Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Канашри, Çĕмĕрлери суту-илÿ площадкисенче тÿлевсĕр вырăнсем уйăраççĕ.
Тĕплĕнрех çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать: Вăрнар – 8(83537)2-51-59, Наталья Петровна Тимофеева, Шупашкар – 8(8352)23-50-55, 23-50-59, 23-50-57, 8-903-358-53-48, Фасиха Исхаковна Солдатова, Çĕнĕ Шупашкар 8(8352) 73-72-04, 74-56-66, Елена Леонидовна Резник, Канаш – (835-33)2-27-01, Вера Ивановна Гринькина , Çĕмĕрле – (835-36) 2-28-16, Наталья Викторовна Атрашкина , Улатăр – (835-31)2-04-15, 2-02-70, Елена Валентиновна Митрофанова.