Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă влаç – вăйлă республика

28 августа 2015 г.

Уçă влаç – вăйлă республика

Правительствăпа çынсен диалогĕ Чăваш енĕн малашнехи аталанăвне пулăшасси çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев пирĕн хаçата каласа пачĕ.

– Михаил Васильевич, паян именмесĕрех калама пулать, пирĕн Чăваш енре малашлăха шанăçпа пăхмалли кăна мар, мăнаçланмалли сăлтавсем те пур. Анчах эсир ăнăçусем пирки мар, малашлăх тĕллевсем çинчен калаçмалла тетĕр. Вĕсенчен хăшĕсем чи çивĕч ыйтусем?

– Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине ÿстересси, хаклă мар çурт-йĕр строительстви, лайăх медицина пулăшăвĕ, ялсенчи ĕçлемелли тата йĕркеллĕ пурăнмалли майсем – çак çул-йĕр çинчи лайăх кăтартусем Чăваш ене аталанма, пирĕн граждансене малашлăха шанма пулăшаççĕ.

Çав вăхăтрах çакна та туятăп, асăннă ыйтусене татса панипе пĕрлех çынсем хăйсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пуласса кĕтеççĕ. Иккĕленместĕп, хамăрăн регионта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытмасан, вĕсемпе хутшăнмасан социаллă пурнăçпа экономикăри чи малтан пурнăçламалли проектсем те лакса ларĕç.

– Кунашкал шухăш мĕн çинче никĕсленет?

– Республика ертÿçинче пилĕк çул ĕçлетĕп, çак тапхăрта пĕрлехи управлени процесне, ăнăçу пултăр тесе йышăнусем тумалли пĕрлехи ĕçе пуçаруллă çынсене явăçтарсан пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хăвăртрах тата тухăçлăрах татса панин тĕслĕхĕсене пайтах курнă. Çавăнпа та эпĕ регионăн влаç органĕсен ĕç-хĕлĕнче çак çул-йĕре упраса хăвармалла кăна мар, палăрмаллах вăйлатмалла тесе шухăшлатăп.

Эпир те – халăхран

– Чиновник халăхран инçе – çак шухăша темиçе çул каялла кăна-ха республикăра пурăнакан ахаль çынсем те, чиновниксем хăйсем те йĕркеллĕ тесе йышăннă. Çирĕпленнĕ стереотипа мĕнле улăштарасшăн?

– Влаçа килсен хăшĕсем хăйсем регионăн ыттисемпе пĕр шайри çыннисем пулнине маннине эпĕ хам та пĕрре кăна мар курнă.

Эпĕ çак лару-тăрăва тĕпрен улăштарма тĕллев лартрăм. Правительствăн хăйĕн кашни утăмне уçă та ăнланмалла тумаллаччĕ. Паян халăх çивĕч ыйтусене çĕнĕлле татса панине курасшăн. Пирĕн çынсем кĕтнине шута илмеллех.

Ку енĕпе нумай ĕç тунă ĕнтĕ. Эпĕ, министрсем, патшалăх тытăмĕсен ертÿçисем республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе эрнесерен курнăçатпăр. Çакă çынсем мĕнле пурăннине курма кăна май памасть. Чи малтанах çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе уççăн калаçатпăр, мĕнпур ыйтăва чуна уçса хуравлатпăр.

Юлашки икĕ çулта кăна эпĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çынсемпе пине яхăн тĕлпулу ирттернĕ. Пур çĕрте те диалога хатĕр çынсене куратăп, вĕсем ыйтусем параççĕ кăна мар, хăйсен пурнăçĕнче тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса памалли вариантсене те сĕнеççĕ.

– Апла пулин те кашнинпе уйрăммăн тĕл пулса кăна пуринпе те калаçаймăн...

– Ку ырă тĕслĕхсенчен пĕри кăна. Паян, пысăк технологисен ĕмĕрĕнче, унран пăрăнса иртме май çук тенипе килĕшетĕп. Ку енĕпе те май пур мĕнпур сервиспа усă курма тăрăшатпăр. Тĕслĕхсен шутĕнче – Чăваш енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен он-лайн трансляцийĕ, ĕçлеме пуçланă «Халăх тĕрĕслевĕ» портал.

Паллах, хастарлăх ытларах кирлĕ. Çавăнпа та хам енчен пĕрлехи пĕр-пĕр социаллă сеть йĕркелеме сĕнетĕп, вăл чи çивĕч ыйтусемпе республика влаçĕсене паракан сĕнÿсене, çав ыйтусене татса памалли майсене палăртмашкăн республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене çывăха илекенсене пĕрлештерме пулăшĕччĕ.

 

Пирĕн пĕрлехи çурт

– Диалог пирки калаçатпăр-тăк – республикăра пурăнакансене информаципе тивĕçтерни кăна çителĕксĕр, йышăнусем тунă чух вĕсен шухăшне те шута илмелле. Сирĕн çакнашкал çыхăну опычĕ пур-и?

– Тĕп ыйтусемпе йышăну тунă чух республика Правительстви тахçанах «укçа шăплăха юратать» принципран çĕнĕ «бюджетăн мĕнпур тăкакне сÿтсе явмалла» постулат патне куçнă ĕнтĕ. Çакă Чăваш енре пурăнакансем республика Пуçлăхĕн çулленхи çырăвĕ валли сĕнекен наказсене хатĕрлессине те пырса тивет. Документ хатĕрленĕ чух ман пата килекен ыйтусен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Малтанхи вăхăтра вĕсем тĕпрен илсен критика сĕмĕллĕччĕ, юлашки икĕ çулта вара лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Хăйсен сĕнĕвĕсенче çынсем ытларах чухне усăллă шухăшсем, вăл е ку ыйтусене татса памалли канашсем параççĕ. Çакă пирĕн çынсем влаçа ытларах шанма пуçланине, регион администрацийĕн ĕçĕ уçăрах пулнине çирĕплетет.

– Общество палатисем текен тытăмсем те паян курăмлă. Çак тытăмсен пĕлтерĕшне мĕнлерех куратăр?

– Ку – республикăра пурăнакансемпе тÿрĕ калаçу йĕркелемелли пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр тесе шухăшлатăп. Çыхăнăвăн çак мелĕ чиновниксен ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерет, мĕншĕн тесен политиксем альтернативлă шухăша илтеççĕ, эппин, кашни ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерме пултараççĕ. Паллах, чи малтанах эпĕ муниципалитетсенче тата министерствăсенче ĕçлекен общество палатисем пирки калатăп. Çак тытăмсен пĕлтерĕшĕ хальлĕхе пур çĕрте те пысăк марри – урăх калаçу.

– Çавнашкал канашсен ĕçĕн механизмĕ мĕнлерех пулмалла тесе шухăшлатăр?

– Идеал шайĕнче общество канашĕсен влаçпа чиновник, общество тата муниципалитетра пурăнакансем хушшинчи конструктивлă диалог шăнăрĕ пулма тивĕç.

Унта районăн, поселокăн, хулан, ялăн çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли сĕнÿсене хатĕрлемелле. Пирĕн çавнашкал йышăнусем тăвассине çынсене хăйсене шанмалла. Вĕсен проектсен кăтартăвне курмалла, пĕлмелле, укçапа мĕнле усă курнине, ĕç пахалăхне сăнаса тăмалла. Çапла майпа эпир влаç вертикалĕнчен ерипен яваплăх вертикалĕн, обществăпа чиновниксем хушшинчи шанăç шайне куçăттăмăр. Регионта пурăнакан ахаль çынсен пурнăçне тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусем тĕлĕшпе те пулин.

– Хăюллă шухăш. Анчах çынсем çапла çыхăнса ĕçлеме хатĕр-и?

– Чиновникре ĕçлемешкĕн çăмăл тесе кам каланă вара. Çапла, влаçшăн – пуçа ыраттаракан хушма ыйту. Анчах эпир çынсем пĕрлехи ĕçе явăçнине туясси пирки калаçатпăр-çке.

Влаçăн уççăн ĕçлемелле, чи кăткăс та кăмăлсăр ыйтусене хуравлама хăрамалла мар. Çакнашкал позици кăна тĕп тĕллеве – республика çыннисен пурнăçне лайăхлатассине – тÿрре кăларас тĕлĕшпе малалла çирĕппĕн утма пулăшĕ. Кăçал тĕлпулусен çакнашкал форматне Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем те йышăнчĕç. Çынсем ертÿçĕсемпе картишсенчех курнăçаççĕ. Ман шухăшпа – çакă республикăри мĕнпур муниципалитетшăн лайăх тĕслĕх пулмалла.

 

Пĕрле ăнăçлăрах ĕçлĕпĕр

– Апла-тăк – влаç уççăнлăхĕ ытларах муниципалитетсен чиновникĕсенчен килет-и?

– Çапла. Паян çакна куратпăр, ĕç пÿлĕмĕсемпе залсенче йĕркеллĕ диалог çук-тăк – вăл урамсемпе пикетсене тухать, Интернетри йышлă уçă çырăва, республика ертÿçисен ячĕпе ыйтса çырнисене çаврăнать. Хут çинчи чи илемлĕ отчет та çынсен чăн хаклавне улăштараймĕ. Çавăнпа тивĕçлĕ тытăм йĕркелетпĕр. Çынсен çирĕп шанăç пулмалла, влаç вĕсене илтет, вĕсен ыйтăвĕсемпе нушине пĕлет.

Çакăнта вырăнти хăйтытăмлăх пĕлтерĕшĕ патне таврăнасшăн. Вырăнти влаç халăхпа чи çывăххи. Шăпах унăн тĕллевĕ – кулленхи пурнăç хăтлăхне, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне, ыттине тивĕçтересси, шăпах çакă пурнăç пахалăхне йĕркелет.

Республикăра пурăнакансемпе нумай тĕл пулни çинчен каларăм ĕнтĕ. Çав тĕлпулусенче нумай ыйту параççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама тархаслаççĕ. Пĕрлех çакна та куратăп: ыйтусенчен нумайăшĕ – муниципалитетсен шайĕнче татса памаллискерсем. Шăпах районсен администрацийĕсенче çурт картишĕнчи çула асфальт сарассине е кивелнĕ лифта улăштарассине татса параççĕ. Ача пособийĕ тÿлессипе е саккунсăр çурт-хуралта пăсассипе çыхăннă йышăнусене те унтах тăваççĕ. Уйрăм çынсемпе курнăçса кăна республикăра пурăнакан мĕнпур çынпа калаçаймăн тесе тĕрĕс каларăр. Хăвăн компетенцие тÿрремĕнех кĕмен ыйтусемпе аппаланса ăнăçлă ĕçлеме çукки те паллă. Çавнашкал ыйтусем ман пата çитеççĕ-тĕк, эппин, муниципалитетсен чиновникĕсем ĕçлесе çитереймеççĕ.

– Ку ыйтăва мĕнле татса парасшăн?

– Кунта манăн эпир влаç вертикалĕн тытăмне лайăхлатас енĕпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлани çинчен калас килет. Паян Чăваш енре бюджетсен хутшăнăвĕ тата муниципалитетсен регион пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Управленин кашни çын пуçарулăхĕ çинче никĕсленекен тытăмне йĕркелеме тăрăшатпăр. Шăпах çавăнпа ял тăрăхĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсен витĕмĕ çуллен вăйланса пырать.

Юлашки çулсенче муниципалитетсемпе ĕçлемелли тытăма палăрмаллах улăштартăмăр. Чиновниксене аталану программисене хатĕрлеме хистетпĕр. Кашни ен хăйĕн обязательствисене пурнăçланине хам сăнаса тăратăп. Вăл е ку хулана, яла каймассерен халăха явăçтарса муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне уççăн, обязательнăй майпа сÿтсе яватпăр.

Анчах çакна та йышăнмалла: пирĕн хуласен, ялсемпе поселоксен урамĕсем пурте кирлĕ пек таса мар-ха, юхăннă картишсемпе лаптăксем те, тĕрлĕ ыйтупа чиновниксем пирки çырнă çăхавсем те пур. Çак ыйтăва татса памалли çулсенчен пĕри – Чăваш ен Пуçлăхĕн республикăн кашни районĕнчи общество йышăну пÿлĕмĕсем. Татсах калам, общество йышăну пÿлĕмĕ муниципалитет влаçĕсенче пулмалла мар. Унăн тивĕçĕ – çивĕч ыйтусене татса парассин уссине пысăклатасси. Район пуçлăхĕсен вара çынсен ыйтăвĕсем чиновниксен ĕçне хакламалли элемент пулнине ăнланмалла.

– Уйрăм çынсен чылай пуçарăвĕпе ыйтăвне эсир хăвăр тĕрĕслесе тăнине пĕлетĕп. Ку тÿрремĕнех хăвăрăн ĕçпе çыхăннă тивĕçе пурнăçлама чăрмантармасть-и?

– Эпĕ ытла хулăн тирлĕ пулма ĕлкĕреймен пуль-ха, шăпах çавскер чылай чухне чиновнике ахаль çынсенчен уйăрать. Çавăнпа йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсен нушине яланах çывăха илетĕп. Чăваш енре кирек хăш ыйтăва татса панă чухне те пысăк йышпа ĕçленĕ. Шăпах çакă – чи кирли. Тĕп принципа пĕр сăмах палăртать – «пĕрле»!

Пирĕн Чăваш ен пурăнмалли илĕртÿллĕ вырăн пултăр тесе пĕрле тăрăшмалла. Çавăнпа Правительство диалог валли уçă, республикăра пурăнакансемпе пĕрле ĕçлеме хатĕр. Пысăк çак ĕç кăтартăвĕ эпир, пирĕн ачасем, мăнуксем Раççейĕн чи илемлĕ регионĕнче пурăнни пулĕ. Çакнашкал пуласлăх чăнлăхпа килĕшсе тăрать.

А.КУЗИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика