28 августа 2015 г.
Пурнатăп-ха, телейĕм пур теме
Нумай та кирлĕ мар-мĕн этеме...
М.Васильев.
Çак таранччен пурăнатăп тесе шутламанччĕ. Вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть. Асаплă пурнăçа чăтса ирттернĕ тантăшсен йышĕ сахаллансах пырать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хамăр çĕршыва та кĕрлесе кĕрессине халăх сиссех пурăннă. Аттене, ялти тата темиçе арçынна анăçри чикĕсене çирĕплетме мобилизаци йĕркипе Брест – Литовск районне илсе кайнă. Атте эпĕ çуралсан темиçе кунтан киле çитнĕ. Анне ăна сăпкара выртакан ачапа кĕтсе илнĕ. Нумаях савăнса пурăнайман мирлĕ Совет халăхĕ. Гитлер фашистла тискер вăрçă пуçарнă. Пĕтĕм вăйпитти арçын фронтра. Ватлăхĕ енне сулăннă ман атте те салтак шинелĕ тăхăнса Сталинграда хÿтĕленĕ. Çав çĕр çинче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Пирĕншĕн вара асаплă ачалăх пуçланчĕ. Кăмака хутма вут-шанкă çуккипе сивĕ пÿртре ĕнтĕркесе лараттăмăр. Выçă хырăмпа çын пушшех хытă шăнать. Çăва тухасса чăтăмссăрăн кĕтеттĕмĕр. Çулла çĕр тăрантарнă. Вĕлтренпе серте, пултранпа пиçен яшкине пăртак çăнăхпа пăтратсан еплерех тутлăччĕ. Çăкăра крахмал икерчи улăштарнă. Çаранта кăшкар-кĕпçе çитĕнсен пурнăç çăмăлланатчĕ. Çывăхри пĕчĕк ращара хурăн çырли пиçнĕ. Хырăма тултарма ăна çăка çулçипе чĕркесе çиеттĕмĕр. Çанталăк сивĕтсен çăпата тивĕçместчĕ. Юр çийĕн çарран çÿрени те пулчĕ. Вăрçă хыççăн çичĕ-сакăр çултан та çăмăл килмерĕ. Пĕчĕклех лашапа ĕçлеме юрататтăм. Вăрăм çула та тухкаланă. Икĕ çул колхоз лашисене пăхрăм.
Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче хурăнташ-пĕлĕш мана çар службине пурнăçлама пил парса ялтан Канаша ăсатрĕ. Призывниксен йышĕ пысăкчĕ. Чукун çул вокзалĕнче пире пассажирсем илсе çÿрекен вакуна вырнаçтарчĕç. Каçхине вунă сехетре Хĕвеланăç еннелле тапранса кайрăмăр. Кĕрхи сивĕ кунсенче ăшă вакунра канлĕн çывăрса кантăмăр. Мускавран тĕп вырăна çитсен мунча кĕртсе салтак тумĕ тăхăнтартрĕç, казармăн пĕрремĕш хутне вырнаçтарчĕç. Пĕр çулталăк вĕренÿре пиçĕхнĕ хыççăн Мускаври казармăна улăштарса Смоленск хулинче тĕплентĕм. Ку хула хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шур пайтах чăтнă. Миçе вăрçă тÿсмен-ши? Ман асăмра ĕмĕрлĕхех сыхланса юлчĕç ку хулари тĕлпулусем. Пуринчен те ытла – Андриян Николаев космонавтпа курнăçса сăн ÿкерттернисем. Вăл ку хулара службăра пирĕн гарнизонта тăнă. Космонавтсен отрядне кайиччен. Космосран вĕçсе ансан çул çÿревне çак хуларан пуçăннă. Çав çул Наполеон çарне Бородино хирĕпе Смоленскра çапса аркатнăранпа 150 çул çитнине чаплăн уявларĕç. Тепĕр çулхине (1963 ç.) Смоленск 1100 çул тултарнине тата хулана нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 20 çул çитнине паллă тума пысăк çар пуçĕсем килсе çитрĕç. Совет Союзĕн маршалĕсене Конева, Рокоссовские, Еременкăна çывăхран курнăшăн паянхи кунчченех савăнатăп.
Маншăн салтак пурнăçĕ чăннипех телейлĕ иртрĕ. Çĕршыври хăватлă стройкăсем илĕртмен пулсан малалли шăпам çарпах çыхăнатчĕ. Комсомол путевкипе Тула облаçĕнчи Ефремов хулинчи хими комбинатне тунă çĕрте икĕ çул ĕçлерĕм. Тăван яла аттен çĕрĕшнĕ пÿртне таврăнтăм. Унтанпа 50 çул хыçа юлчĕ. Мăшăрăмпа тăватă ывăлпа икĕ хĕр ÿстертĕмĕр. Ывăлсем тăватă кин илсе килчĕç. Икĕ хĕрĕ те Тăван çĕршыва, чăн юратăва юрăхлă пулчĕç. Пурте пĕрле пухăнсан çирĕммĕн ытла хăнара ларатпăр. Тăван тавралăх илемлĕ пултăр тесе йывăç нумай лартрăмăр. Пирĕн ятпа çур гектар паха вăрман çитĕнет. Выльăх çĕмĕресрен ăна карта тытса çавăртăмăр. Ку вăрманта хампа тăванлă-юбилейлă кашни йывăçа лайăх паллатăп. Ĕнер 75-мĕшне çитсе куртăм. Тĕреклĕ ларать. Ыран хам 75 тултаратăп...
Ял çыннин çĕртен хăпма юрамасть. Мана космонавт та тăван çĕрĕ çинчи пурнăç çынни – чăн-чăн хресчен тесе хакларĕ. Шухăшăмпа, чунăмпа тĕнче уçлăхĕнче вĕçсе çаврăнсассăн та çармăссен тавралăхнех таврăнатăп...
Василий ПЕТРОВ.
Туçи Çармăс.
В.П.Петров (сулахайри) Совет Çарĕн Смоленскри службинче юлташĕпе пĕрле (1962 çулхи август уйăхĕнчи сăнÿкерчĕк).