Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă пулмасан май та çук

28 августа 2015 г.

Вăйлă пулмасан май та çук

Темиçе çул ĕнтĕ унăн кунĕ ырă ăшталануран пуçланать: ачине çитермелле, тумлантармалла, кĕпи-йĕмне çумалла, халĕ ĕнтĕ ача садне ăсатмалла. Ачаллă пĕтĕм хĕрарăмăн çакнашкал пулăмах тейĕ тепри. Анчах та ку – ыттисенчен пачах та уйрăм истори, уйрăм шăпа, чун-чĕре вăйĕн, çирĕплĕхĕн чĕрĕ тĕслĕхĕ.

Паянхи герой – Вăрнарта пурăнакан Вероника Степанова. Кăмăллă, уçă чунлă, çав тери илемлĕ, пултаруллă çамрăк хĕрарăм. Пулин, ĕмĕрне унăн костыльпе ирттерме тивет, анчах та вăл нихăçан та ĕненĕве, шанăçа çухатман, çухатмасть те.

Паллах, ыттисенчен урăхларах иртнĕ ачалăхра хăй тĕллĕн утса каясси пирки вăл час-часах ĕмĕтленнĕ. Унăн та тантăшĕсемпе тан килти вĕренÿрен уйрăлса шкулти парта хушшине ларас килнĕ.

Хĕр çулĕсенче ăна хăйне чăн-чăн хĕрарăм телейĕ тивĕçесси е тивĕçмесси пĕрре мар шухăшлаттарнă. «Сывлăх шайне пăхмасăр кашни хĕрарăмах алла ача тытса курас пирки ĕмĕтленет, ахăртнех», – тет вăл халĕ хăйне те çак телее туйма май пурришĕн Турра тав туса.

Чирлĕ урисене кура тухтăрсем, тăван амăшĕ сисчевленнине ăнланма пулать, анчах та Вероника çутă ĕмĕтпе çунатланнă. Шанăçа çухатманниех ăна хăйĕншĕн чи пысăк телее алла илме май панă ĕнтĕ. Çумра юратнă çын, мăшăрĕ, пулнипе те, хÿтлĕхе туйнипе. Халĕ ав куç тулли хĕрпĕрчийĕ чĕкеç пек чĕвĕлтетсе, çивĕччĕн вĕлтĕртетсе кăна çÿрет. Çакă ĕнтĕ вăл – пурнăç тĕллевĕ.

Хăй тĕллĕн утаймасть пулин те килти ĕçсене пурнăçлама хăнăхнă вăл: урай та çăвать, кил-çурта тирпейлет, апат та пĕçерет. Чылай ĕçре, паллах, мăшăрĕ, амăшĕ пулăшаççĕ.

Амăшĕ тенĕрен, Вероника ăна чĕререн тав тăвать. Чи йывăр вăхăтра ун хулпуççийĕ çине пĕтĕмпех тиеннĕ-çке. Ниме пăхмасăр вăл малалла талпăннă, хевтесĕр хĕрне тивĕçлĕ воспитани панă.

Амăшĕнченех ăна юрлас ăсталăх куçнă. Вероникăна районти культура çурчĕн сцени çинче те пĕрре мар курнă. Сасси вăйлă – пултарулăхĕ пысăках çав. Килĕнче ăна вăл час-часах караокепе туптать.

Чун-чĕри вăйлă çеç мар, уçă та унăн. Ахальтен мар ĕнтĕ Вероникăн туссем нумай.

Чăтăмлăхĕ иксĕлми. «Ман тĕслĕхре урăхла май та çук. Е капла, е нимĕнле те», – тет Вероника. Халĕ ĕнтĕ вăл урăхла ĕмĕтпе çунатланнă: «Кĕçех хĕрĕм шкула каять. Унран ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă çын тăвасчĕ».

Кирек мĕнле лару-тăрура та шанăçа çухатмалла мар. Пурнăç тĕллевĕ çирĕп пулмалла. Алăсене усрăн-тăк, нимĕн те пулмасть. Çак сăмахсене те Вероника ахальтен каламасть. Вĕсем уншăн пурнăç девизĕпе танах.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика