05 августа 2015 г.
Вăрнар районĕн 1-мĕш суд участокĕн миравай судйи Кушлавăшри 45-ри арçын тĕлĕшпе приговор кăларнă. Суд ăна Раççей Уголовлă кодексĕн 116-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче кăтартнă преступление тунă тесе палăртнă.
Кăçалхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче суд тенкелĕ çине ларнă Антонов, ÿсĕрскер, ачисене курас тесе малтан пĕрле пурăннă хĕрарăм çуртне кĕме тăнă. Анчах та ун çулне çула çитмен К., 1998 çулта çуралнăскер, пÿлнĕ. Каччă çапла хăйĕн кĕçĕн çулхи шăллĕсемпе йăмăкĕсене, ÿсĕр арçынран унччен те хăранăскерсене, хÿтĕленĕ.
Ача хирĕçленине кĕтменскер, айăпланакан çын ăна питĕнчен çапнă, хыççăн икĕ аллипе мăйĕнчен ярса тытса пăвма пуçланă, ачан ÿт-пÿне ыраттарса пĕтернĕ.
Патшалăх айăплавçи, Антоновăн ырă характеристикине кура, приговора çемçетнĕ, суд унпа килĕшсе айăпланакан çынна 200 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттерме йышăннă.
Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.
Л.СПИРИДОНОВА,
район прокурорĕн помощникĕ юстици кĕçĕн советникĕ.