01 августа 2015 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ кунсенче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялне çитсе килме тÿр килчĕ. Автобус чарăнăвĕнчен ансан нумаях та утмарăм – хама кирлĕ кил умне çитсе те тăтăм. Хапха çинче хитре рамка ăшне вырнаçтарнă сăнÿкерчĕк курăнса кайрĕ – ман çине салтак тумĕ тăхăннă çын ăшшăн пăхать. Салтака пуç тайса кил хушшине ярса пусрăм.
Çакна пĕлтĕм: сăнÿкерчĕкри салтак тахçан ашшĕпе-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухса ку вырăнта çĕнĕ йăх пуçараканĕ пулнă иккен. Шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Халĕ çак килте унăн мăнукĕн çемйи пурăнать.
Чаплă юбилей умĕн кăшнаруйсем вăрçă хирĕнче пуç хунисене хисеплесе ĕмĕр асăнса пурăнма парне тунă. Халĕ чылай кил умĕнче вырнаçтарнă паттăрсен сăнĕсем хăйсене ялан асра тытма чĕннĕн туйăнаççĕ.
Манăн атте те вăрçăран таврăнайман. Кăшнаруйсен тĕслĕхĕ самаях çунатлантарчĕ. Аттен сыхланса юлнă пĕртен-пĕр сăнÿкерчĕкне тепĕр куннех Канашри ăстасем патне илсе кайрăм. Вăрнар тăрăхĕнче те кÿршĕсен ырă пуçарăвне çул парсан тем пекехчĕ...
Василий ПЕТРОВ.
Туçи Çармăс.