01 августа 2015 г.
Июлĕн юлашки вунăкунлăхĕ каллех хăрушă хыпартан пуçланчĕ. Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче пилĕк тата виçĕ çулхи арçын ачасем путса вилнĕ.
Ачасем аслисене пĕлтермесĕр иккĕшех пĕве хĕррине кайнă, шыва кĕнĕ те урăх тухайман. Ку факт тĕлĕшпе следстви пайĕ тĕрĕслевсем ирттерет-ха, анчах та пĕчĕкскерсен пурнăçне каялла тавăраймăн.
Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви управленийĕ ачасем шывра путас хăрушлăх пысăк пулнине палăртать. Кăçал кăна шыври инкексене пула ултă ачан пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе саккăр пулнă.
Кĕçĕннисем инкеке лекни нумай чухне аслисен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Ачасем хăйсене ирĕклĕ туйса шыв хĕрне каяççĕ, ишме пĕлменнипе путаççĕ.
Уйăх маларах кăна Тăвай районĕнче харăсах икĕ пĕчĕк хĕрачан пурнăçĕсем татăлнăччĕ – вĕсем те аслисемсĕрех шыва кĕрес тенĕ. Мĕн чухлĕ хуйхă...
Çак тата ытти тĕслĕхсем ачаллă çемьесене тимлĕхе ÿстерме хистеççĕ. Сирĕн ывăл-хĕр ăçта, пĕлетĕр-и? Кашни минучĕ асăрхавра-и вĕсен? Кÿршĕсен те, пĕлĕшсен те, пĕр ял çыннисен те сÿрĕк, чунсăр пулас марччĕ. Пĕвесем çывăхĕнче вылякан е шывра чăмпăлтатакан ачасене пĕчченлĕхре хăварни вĕсене инкек аллине панипе танах.
Кăçал республикăри пĕве-юханшывсенче 30 çын путса вилнĕ, вăл шутра пирĕн районта пĕр çамрăк арçын. Çитĕннисем путса вилнин тĕп сăлтавĕ – шыва эрех-сăра ĕçсе кĕни: 90 проценчĕ.
Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни те ырри патне илсе çитермест. Тĕп правилăсем ансат: шыва тÿрех сикмелле мар, малтан чĕркуççи таран, ÿт-пĕве шывпа сăтăрмалла, вара тин ишсе каймалла. Шăрăхпа пиçĕхнĕ хыççăн тÿрех чăмма юрамасть. Çакă юн тымарĕсене пĕрет, шăнăр туртса лартать, сывлăш пÿлĕнет, чĕре те тапма чарăнма пултарать.
Чăваш енре 3,5 пин ытла шыв объекчĕ. Ятарласа шыва кĕме уйăрнă вырăнсем 15. Пирĕн районта тĕрĕссипе пĕр çĕрте кăна – Кÿлхĕрри кÿллин ятарлă пайĕнче çеç ишме юрать. Ялсенчи нихăш пĕвене те кану валли ятарласа йĕркелемен. Статистика инкексен 87 проценчĕ ялсенче, шăпах çакнашал вырăнсенче пулнине çирĕплетет. Нумайăшĕ «шыва кĕме юрамасть» текен чаракан паллă-стенда та уямасть. Шел те, чунри паттăрлăх чылай чухне инкекрен çăлаймасть.
Çанталăк ăшăтрĕ – халăх каллех пĕвесем хĕррине туртăнать. Анчах та хăрушсăрлăх пирки манас марччĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.