01 августа 2015 г.
Августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлекен пенсионерсен пенсине çĕнĕрен шутласа парĕç
2015 çулта страхлакан пенсие кивĕ йĕркепех шутлаççĕ – ку куçăм положенине «Страхлакан пенсисем çинчен» саккунра пăхнă.
Ÿсĕм виçине 2015 çулччен пенси фондне куçнă, анчах пенсие палăртнă чухне е малтанхи корректировкăра шута илмен взноссене кура шутласа парĕç.
Çитес çултан пенсие тепĕр хут шутласси çĕнĕ саккунпа – пенси балĕсемпе пурнăçланĕ. Чи пысăк хушăм виçĕ коэффициентран пысăкрах пулмасть, ку вăтам шалу шайĕ майлăрах. Урăхла каласан, ĕçлекен пенсионерсен пĕтĕм ĕç укçине шута илĕç.
Вăрнар районĕнче страхлакан пенсие илекен 2 пине яхăн çыннăн (16%) пенсине çĕнĕрен шутлĕç.