01 августа 2015 г.
Виçĕ уйăхра Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленине пенсисене уйăрасси тата çитерсе парасси пирки электронлă майпа 15 заявлени килнĕ, республикипе – 292.
Ку тивĕçтерÿ кăçалхи апрельтен ĕçлеме пуçларĕ. Июньтен тытăнса вара инвалидноçпе е тăрантаракана çухатнипе пенси уйăрассипе заявлени пама май пур. Ку енĕпе Чăваш ен пилотлă 57 регион хушшинче.
Электронлă заявление «Страхланă çыннăн уйрăм пÿлĕмĕнче» (www.pfrf.ru сайтра) çырма май пур. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче е идентификаципе аутентификацин Пĕрлехи тытăмĕнче регистрациленмелле çеç.
Пенси валли заявлени çырас срок çавăн пекех – тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр уйăх маларах, инвалидноçпе е тăрантаракана çухатнипе – ку ирĕк йĕркеленнĕ хыççăн. Пулас пенсие маларах «уйрăм пÿлĕмре» пĕлме пулать. Енчен те гражданин вăл е ку сведенисене кĕртменнине е туллин кĕртменнине асăрхасан Пенси фончĕн управленине тÿрех пĕлтермелле.
«Уйрăм пÿлĕм» урлă вăл е ку ыйтупа ыйтса çырма та, йышăнăва çырăнма та, документсене ыйтса яма та май пур.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчиуправленийĕ.