Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Транспорт аталанăвĕ тата пассажирсене турттарассин пахалăхĕ

01 августа 2015 г.

Шупашкар аэропортĕнче, Чуваштрансăн Шупашкарти пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕнче тата тĕп хулари троллейбус управленийĕнче ÿкернĕ репортажсем «Советская Чувашия», ЧПТРК тата Чăваш наци телерадиокомпанин пĕрлехи медиа проекчĕн тăсăмĕ пулчĕç.

Пысăк хăвăртлăхлă пурнăç

Михаил Игнатьевпа, Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканпа, Шупашкар – Мускав авиарейс çине васкатпăр. Вĕçеве «РусЛайн» компани пурнăçлать. Пĕтĕмпе Шупашкар аэропорчĕ паян пилĕк авиаперевозчика тивĕçтерет. Чăваш ен тĕп хулинчен Мускава, Санкт-Петербурга, Уфана, Самара тата Турцири Анталие вĕçме пулать.

Чи пысăк хăвăртлăхлă транспортпа усă курас текенсен шучĕ ÿссех пырать. Шупашкар аэропорчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Никитин цифрăсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр 3803 рейс ăсатнă тата йышăннă, 58 пин ытла пассажира турттарнă. Анчах тупăшлăха пысăклатас тесен кăтартусене икĕ хут ÿстермелле. Çакна вĕçевсен географине анлăлатсан тата тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстерсен тума май пур.

Кĕтсе лармалли зал туллиех. Михаил Васильевич пĕр хĕртен самолетпа час-час вĕçме тÿр килнипе кăсăкланчĕ. «Мускава – кашни эрнерех», – хуравларĕ вăл. Хĕрĕн тĕп хулара хăйĕн бизнесĕ, ыйтусене вăхăтра татмалла.

– Билетсене мĕнле туянатăр. Интернет урлă-и.

– Çапла. Çакă питĕ меллĕ. Вăхăт та перекетленет.

Татьяна Журавлева вара килне, Хабаровска, Мускав урлă вĕçет. Историлле тăван çĕршыва вăл ывăлĕпе килнĕ, пĕрле ырă шухăшсем илсе каять. Шупашкар çав тери хитре тата таса хула. Вăл чăваш наци тумĕпе киленнĕ, чăваш çыннисем ырă пулнинчен тĕлĕннĕ. Чăваш ялĕсем те килĕшнĕ ăна. Газ, асфальт пур. Хабаровск крайĕнче кун пек хăтлăх çук.

Михаил Игнатьев вăрттăнлăха уçрĕ. Республика планĕнче – агротуризма аталантарасси. Хăнасене ятарласа тунă йывăç çуртсене вырнаçтарĕç, наци культури йăлара та, менюра та палăрĕ. Паллах, туристсем самолетпа та вĕçсе килĕç. Çавăнпа та аэропорта атлантармалла.

Михаил Васильевич 2011 çулта аэропорт комплексне панкрута тухнă «Чăваш ен авиалинийĕсенчен» тÿлесе илме тивнине аса илчĕ. Паян аэропорта республика бюджечĕ тытса тăрать. Тăкаклă, анчах та хамăрăн сывлăш гаванĕсĕр Чăваш енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ пирки калаçма çук.

2012 çултанпа пассажирсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Вĕçсе хăпармалли-анса лармалли çул чи пысăк требованисене тивĕçтерет, вăл пысăк ИЛ-76 тата Боинг-737 пек самолетсене йышăнма пултарать. Пĕтĕм тĕнчери терминала реконструкциленĕ, унта ют çĕршывран килекен рейссене таможня тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Коллектив çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Европа чемпионатне вĕçсе килнĕ спортсменсене аван йышăннă. Анчах та аэровокзалăн тĕп çурчĕ тĕплĕ реконструкци ыйтать. Кăна уйрăм çын-патшалăх партнерстви майĕпе пурнăçлĕç.

Хальлĕхе Михаил Игнатьев пассажирсен шутне çулталăкне 100 пин çынна çитерес тĕллеве лартать. Ун чухне республика бюджечĕ çине тиев палăрмаллах пĕчĕкленĕ.

 

Солярка вырăнне – метан

Домодедовăна курс илнĕ лайнер вĕçевне юнашарах вырнаçнă автотранспорт предприятийĕсенчен сăнатпăр. Михаил Игнатьева «Чувашавтотранс» унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ Евгений Мореплавцов тата ПАТП директорĕ Анатолий Димитриев кĕтсе илчĕç .

Вĕсем çутçанталăк газĕпе ĕçлекен тин çеç тивĕçнĕ çĕнĕ автобуссене савăнса кăтартрĕç. Вĕсем автотранспорт предприятине тĕллевлĕ федераллă программăпа софинансировани мелĕпе лекнĕ. Илме пулăшаканĕ – Михаил Игнатьев. Çавăнпа та ăна сăваплă миссие пурнăçлама – Павловăри автозаводра туса кăларнă машинăсен уççисене чи лайăх водительсене пама ыйтрĕç.

Вĕсем хушшинче этемлĕхĕн илемлĕ çурри – Анастасия Николаева та пулчĕ. «Чувашавтотранс» филалĕнче хĕрарăм-водительсем çиччĕн тăрăшаççĕ. Çĕнĕ автобус уççине Йошкар-Ола çынни пулнă Сергей Садков та илчĕ. Шупашкара вăл Мари Эл Республикинче патшалăхăн мĕнпур автотранспорт предприятине хупнăран килнĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев çакна пĕлет иккен, хамăр республикăра кун пекки ан пултăр тесе пĕтĕмпех тăвать.

Çутçанталăк газĕпе усă курни акă предприяти тăкакĕсене чакарĕ. Метан кашни автобусран çулталăкне 400 пин тенкĕ таран перекетлеме май парĕ. «Чувашавтотрансăн» кунашкал автобуссем 42. Перекет мĕн чухлĕ пулнине кашниех шутласа кăларма пултарать.

Шупашкарта хальлĕхе çутçанталăк газĕпе пĕр заправка ĕçлет. Çывăх 2–3 çулта Чăваш ен Правительствипе Газпром килĕшĕвĕ тăрăх тата иккĕ – Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра – туса лартĕç.

Михаил Игнатьев çĕнĕ автобуспа ярăнса пăхма сĕннине хирĕçлемерĕ. Çав тери ăста çаврăнчĕ, çавăнпа та кабинăран тухнине ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Водительсен професси ăсталăхĕн конкурсне пăхма çынсем чылаййăн пухăнчĕç. Директорсем çакă коллектива чăмăртанине палăртрĕç.

Михаил Игнатьев водительсемпе калаçрĕ. Предприяти тухăçĕ çине социаллă функцие пурнăçлани – çăмăллăхçăсене турттарни, çавăн пекех уйрăм перевозчиксем нумайланса кайни витĕм кÿнине палăртрĕ. Юлашкисем ытла та хунаса кайнă, тепĕр чухне нимĕнле правилăна та пăхăнмаççĕ. Ыйтăва тимлĕхе илнĕ.

Хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкар ПАТП-н юсав цехĕпе паллашрĕ. Машинăсен юсавлăхне кунта çирĕп асăрхаса тăраççĕ. Предприятире те, лини çинче те тĕрĕслеве вăйлатнă. ГЛОНАСС спутник системи автотранспорт куçăмне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче та сăнать. Хăрушсăрлăха ÿстерессипе предприятире те, ведомствăна пăхăнакан икĕ автостанцире те видеоасăрхав камерисене вырнаçтарнă. Персонал валли тренажер залĕ пур. Вăл нихăçан та пушă мар.

 

Электричествăллă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ

«Шупашкарти троллейбус управленийĕ» МУП директорĕ Александр Каныгин Михаил Игнатьев валли экскурси ирттерчĕ. Юлашки виçĕ çулта предприяти паркĕ 12 çĕнĕ машинăпа пуянланнă. Пĕрлехи бюджета вĕсем 42 млн та 100 пин тенкĕне кайса ларнă. Машинăсем малтанхисенчен хăтлăрах, усă кураслăхĕ шанчăклăрах. Анчах Шупашкар урамĕсемпе пилĕк вунăçуллăх каялла чупнă кăвак троллейбус та çÿреме пултарать иккен, ăна постаментран антарса маршрутпа кăларсан. Управленире техникăна тытма пĕлеççĕ, кирлĕ пулсан – тĕпрен юсаççĕ, салатаççĕ, кивĕ детальсене улăштарса çĕнĕрен пухаççĕ.

Михаил Игнатьева çакнашкал тĕплĕ юсанă троллейбуссенчен пĕрне кăтартрĕç. Юсавçăсен комплекслă бригадинче вăтăр специалист.

Пысăк хăна троллейбусниксен ыйтăвĕсем çине хуравласа социаллă проблемăсем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенчи çитĕнÿсен шутне вăл демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине кĕртрĕ. Ача сачĕсенчи черет ыйтăвĕ татăлнăпа пĕрех. Çитес çултан вăтам шкулсем çĕклес программа ĕçлеме тытăнать. Тата тепĕр лайăх хыпар – Чăваш енре çынсен пурнăçĕн вăтам тăсăмĕ 71 çулпа танлашать. Ку сывлăх сыхлавĕн тивлечĕ те, çавăн пекех халăха физкультурăпа спорта явăçтарнин, сиенлĕ йăласенчен писме вĕрентнин кăтартăвĕ те.

Республика ертÿçи çулсем тăвасси тата киввисене анлăлатасси мĕнле укçапа пурнăçланни çинчен те каласа кăтартрĕ. Пĕлтĕр ку тĕллевпе 1 млрд ытла тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи сумма 3 млрд та 843 млн тенкĕ.

Михаил Игнатьев Александр Каныгина 1-мĕш троллейбус маршручĕпе кайма сĕнчĕ. Вăл шутланă тăрăх, çакă – обществăри лару-тăрăва пĕлмелли чи лайăх мел. Пассажирсемпе калаçни электричество транспорчĕ тĕлĕшпе ыйтусем çуккине кăтартрĕ. Анчах та эмелсен, коммуналлă тивĕçтерÿсен хакĕсем ÿссе пыни халăха пăшăрхантарать.

Маршруткăсемпе çыхăннă лару-тăру Воробьев композиторсен урамĕнче çирĕпленчĕ. Ку тĕлĕшпе Михаил Игнатьев Шупашкар Арбатĕнче хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыкова тата ун заместителĕсемпе оперативлă канашлу ирттерчĕ. Çакă çывăх вăхăтрах хăйĕн результатне парассипе иккĕленÿ çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика