29 июля 2015 г.
Ĕнер, Руçе тĕне кĕртнĕ кун тата Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнĕ кун, район историйĕ çутă та таса пулăмпа тулчĕ – Çĕньял Хапăс ял пуçĕнче «Сивĕ çăлкуç» уçăлчĕ
Çветтуй çăлкуç илемлĕ вырăнта Николай Иванов пуçарăвĕпе, Ока– Мускав пароходствин тата судоходствин «Коломна порт» компанин генеральнăй директорĕ Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Владимир Алексеев укçан пулăшнипе хăтлăланнă. Кунтан Вăрнар чиркĕвĕн ылтăн куполĕ аякранах çуталса курăнни те символла пĕлтерĕшлĕ.
Ял çыннисем кунта тахçанах сиплĕ çăлкуç юхса выртнине палăртаççĕ. Темĕнле шăрăх çанталăкра та ун таппи чарăнман. Çырмаллă вырăнта кĕтÿ-касу пăхса çÿрекенсем ун тутлă шывне ĕçсе пайтах киленнĕ. Халĕ ак ку вырăна йĕркене кĕртсе шыва кĕмелле те майлаштарчĕç.
Пурана Çĕн Сăрьел ялĕнче пурăнакан вăйпитти арçынсем Владимир Павлов, Юрий Михайлов тата Олег Ефимов ăсталанă. Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакансем ăна вырăнта вырнаçтарассипе пысăк тÿпе хывнă. Тавралла лартнă чечексем те хăрман – шăрăхра, кун таврăннă хыççăн куçарнă пулин те. Çакă та ку вырăнăн тасалăхне çирĕплетмест-и;
Вăрнар чиркĕвĕнче аслă Владимир кнеç ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ хыççăн приххут çыннисем хĕрес çÿревĕпе сиплĕ çăлкуç вырăнне çитрĕç. Александр атте ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе сăваплас чин ирттерчĕ. Хыççăн кăмăл тăвакансем черет тăрсах купельте сиплĕ шыва чăма-чăма тухрĕç. «Ытла та аван!» – терĕ кашниех. Сиплĕ шыва килĕсене илсе каяс текенсен черечĕ те пĕчĕкех пулмарĕ.
– Паян çав тери пысăк та паллă кун. Руçе тĕне йышăнтарнă кун сирĕн тăрăхра апостолпа тан Аслă Владимир кнеç ячĕллĕ çăлкуç уçăлчĕ. Анчах та çак таса вырăнта массăллă канусем йĕркелес марччĕ. Упрăр ăна! – терĕ Александр атте.
Çавăн пекех вăл Турра ĕненни кирек мĕнле инкекрен, тăшмансенчен çăлнине аса илтерчĕ, çветтуй шыв ÿт-пĕве те, чуна та сипленине палăртрĕ. «Кĕлетке канлĕхĕшĕн çеç шыва чăмни тĕрĕс мар, унран чун-чĕре сиплĕхне ыйтмалла», – пиллерĕ вăл.
Паллă пулăма хутшăннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çакнашкал ырă ĕç çынсене пĕрлештернине каларĕ, вăл та ял çыннисене, Вăрнартан килнисене сăваплă вырăна, кунти пурлăха упрама, çĕмĕрессинчен сыхлама ыйтрĕ.
«Сивĕ çăлкуçри» шыв ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнă. Унта сиплĕ хими элеменчĕсем чылай.
С.ЧИКМЯКОВА.