29 июля 2015 г.
Вырсарникун Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Яков Данилович Данилов ячĕпе уçнă палăк пĕр çемьешĕн кăна мар, ку тăрăхра, ытти кирек ăçта пурăнаканшăн та несĕлĕмĕрсене хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх пулчĕ
Сăваплă ĕçе Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче йĕркелени те ăнсăртран мар. Чаплă палăка тивĕçнĕ çын хăй вăхăтĕнче ялти пĕрремĕш моряк пулнă, тинĕссем çинче паттăрла ĕçсемпе палăрнă.
Яков Данилович 1876 çулта çуралнă. 16-ран Атăл çинче бурлакра çÿренĕ – çăвĕпех тиенĕ кимĕсене çÿлелле сĕтĕрнĕ. Кунта вăл вырăсла тикĕс калаçма, çырма вĕреннĕ. Çакă ăна малашнехи пурнăçра та пулăшнă. 1896 çулта ăна патша çарне илеççĕ. Служба «Лосось» миноносец эскадринче (каярах «Грозовой») иртет. Пултаруллă, маттур та патвар каччăна вестовой, тупă авăрлакан пулма шаннă.
1902 çулта яппунсем хăйсен вăйне кăтартма тытăнсан Яков Данилов Макаров адмирал эскадрильине лекет. Лăпкă океанăн пĕрремĕш эскадрин йышĕпе Порт-Артура хÿтĕлесе 1904 – 1905 çулсенче Сарă тинĕсри çапăçусене хутшăнать. 47 карапран Хурапыр Юнтапа каччи тăнă «Боян» крейсер та яппунсен хÿптĕрлевĕнчен тухса Шанхая çитет. Китай тăрăх Владивостока çити çуран утнă. Ушкăнри 74 çынран 30-шĕ кăна чăтаять çак йывăр та инçе çула: кам выçса, чирлесе вилет, кам вырăнти халăх тапăннипе тĕп пулать.
– Ман асаттене Турă сыхланă пулинех, – тет халĕ мăнукĕ Владимир Матвеевич Яковлев.
1909 çулта тăван яла таврăнать Яков Данилович. Анчах ун тĕлне тепĕр вăрçă йăтăнса анать – Пĕрремĕш тĕнче вăрçи. 1915 çулта вăл тăракан «Грозовой» карап нимĕçсен киммине путарать. Çакăншăн Хурапыр Юнтапа çынни çав тери хаклă, сумлă наградăна – Тинĕс хĕресне тивĕçет.
1917 çулта Октябрь революцине хастар хутшăнать – Санкт-Петербургра моряксен йышĕпе малтисен ретĕнче тăрать. Кронштадт пăлхавĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Колхоза пĕрремĕш кĕрет, бригадир пулать, шыв арманĕнче, вырăнти ГЭС-ра тăрăшать.
Мăнукĕ, Владимир Матвеевич Яковлев, аслашшĕ çинчен çак самантсене йăлтах ашшĕнчен илтсе астуса юлнă. Хăй 12 çул çарта тăнă (разведкăра), тинĕс флотне тем пек лекес ĕмĕчĕ пурнăçланман пулин те ачаран «моряк» ятпа ÿснĕ. Аслашшĕ те, ашшĕ те моряксем пулнăран ĕнтĕ. Уяв концерчĕсенче «Яблочко» ташша ташланă. Сăмсасăр карттус, бушлат тăхăннă каччăна тантăшĕсем ăмсанса та савăнса пăхнă.
Акă паян Владимир Матвеевич аслашшĕн ятне тата çÿлерех çĕклерĕ – унăн вилтăприйĕ çине чаплă палăк вырнаçтарчĕ. Мрамор плита çинче çапса кăларнă сăнĕ чĕррĕн курăнать, вăл тинĕс хумĕсем витĕр пăхнăн туйăнать. Бескозырка çине «Грозовой» тесе çырнă. Наградисем те, çаплах çапса кăларнисем, – Тинĕс хĕресĕ, «1904 – 1905 çулсенче Порт-Артура хÿтĕленĕшĕн» тата «Поход в Китай» медалĕсем – унăн паттăрлăхне, чăваш çыннин хастарлăхне çирĕплетеççĕ.
Авторĕ – чăвашсен паллă скульпторĕ Петр Пупин. Пурнăçĕн пысăк пайне мастерскойĕнче ирттерекен ăстаçă палăка уçма хăй килни те пĕлтерĕшлĕ.
– Унăн çапăçури паттăрлăхĕсем куç умĕнчех тăнăран пулĕ Яков Данилович манăн «Тинĕс кашкăрĕ» сăнарĕпе калăпланчĕ, – терĕ Петр Степанович, хăй те çар хĕсметĕнче моряк пулнăскер.
– Тинех ман ĕмĕт пурнăçланчĕ, – терĕ Владимир Матвеевич та хăй шутланă ĕçĕ ăнăçлă пулса тухнипе савăнса.
Çак шухăш ун пуçĕнче ачаллах тĕвĕленнĕ. Асĕнче ашшĕпе, Матвей Яковлевичпа, Çимĕк умĕн аслашшĕ вилтăпри çинчи çĕрĕшсе ÿкнĕ хĕресе лаша урапин кăшăлĕпе çирĕплетсе лартни юлнă. Кайран темиçе çул палăк лартайманнишĕн чĕрине хыптарнă. Маларах çамрăк пулнă, хыççăн аякра пурăнни те чăрмантарнă. Вырăссем «нихăçан пулманнинчен каярах пулни те аван» темеççĕ-и-ха;
– Паллах, эпĕ хамăн асатте вилтăприйĕ çине палăк пуçласа лартакан çын мар. Ман умĕн те миллионшар çын хăйсен несĕлĕсене хисеп тунă. Анчах та манăн асаттен паттăрлăхне çак мелпе те пулин хамăн ачасене, мăнуксене, килес ăрусене, ытти çынсене пĕлтерес килет. Тен, ман тĕслĕхпе ырă ĕç тăвакансем тата та пулĕç, – терĕ Владимир Матвеевич палăк çинчи аслашшĕн сăнне çепĕççĕн сăтăрса.
Палăка уçнă ятпа ялти культура çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ уяв та, масар çинчи сăваплă пулăм та патриотизм туйăмĕпе тулчĕç. Тухса калакансем – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Васильев, Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Петров, «Юнтапа» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ Петр Трифонов, ыттисем – çакнашкал ĕç паянхи çамрăксене аслă ăрăва, вăрçă паттăрĕсене хисеплеме вĕрентнине, тăвансемпе, кÿршĕсемпе туслă пурăнмаллине каларĕç.
Калининăри Анатолий Григорьев ячĕпе тата Çĕрпелти Владимир Антонов ячĕпе хисепленекен кадет класĕсем марш утса, плац-концерт кăтартса савăнтарчĕç. Кунтах «Гвардеец» обществăлла пĕрлешÿ çамрăкĕсем тăрăшнипе уй кухни ĕçлерĕ, пухăннисем пурте салтак пăттине тутанса пăхрĕç.
Владимир Матвеевич Яковлев çинчен калас-тăк, вăл тăванлăха çĕкленисĕр пуçне обществăлла ĕçре те хастар. Халĕ вăл Пушкăртстан Республикинчи Пелепей тăрăхĕнче пурăнать. Кунти чăвашсен культурăпа наци автономийĕн ертÿçи. Хăй укçи-тенкипе Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем çинчен чаплă энциклопеди кăларнă. Тăван çĕре манмасть, çуралнă кĕтесе, 80-ран иртнĕ юратнă амăшĕ патне час-часах килсе çÿрет. Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕпе туслă, район пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Çакă ĕнтĕ вăл патриотлăх.
Аслашшĕ ячĕпе тунă сăваплă ĕçĕн те тĕшши пысăк – вăл паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕх упрама хистекен ĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.