29 июля 2015 г.
Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи вăрçа-харçа пула Раççейре телейсĕр шăпаллисен шучĕ хушăннăçем хушăннă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăлăх арăмсемпе ачасем пиншерĕн-пиншерĕн выçăпа асапланнă. Патшалăх килсĕр-çуртсăр ачасем валли ятарлă çуртсем уçнă. Çавăн пек çурт Хусанта та пулнă. Тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене хăйсен хÿттине илсе ÿстерме кăмăл тунă ырă çынсем те тупăнсах тăнă.
Çакă паллă, пирĕн тăрăхри Кĕçĕн Кипекри Густинсем, Туçи Çармăсри Иван Федорович Максимов, Кивĕ Сăрьелĕнчи тата Кивĕ Шуртанти икĕ çемье пĕртăван тăлăх ачасене Хусантан илсе килнĕ. Усрава илнĕ ачасене çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ юратса пăхса çитĕнтернĕ. Пурăна киле вĕсен йăх тымарĕсем хăйсен ялĕсенче самаях сарăлнă.
Ялти ватăсем унччен каласа панине тата хам курни-илтнине тĕпе хурса Туçи Çармăса илсе килнĕ ача кун-çулĕпе паллаштарасшăн. Иван Федорович Максимов ачана яла çитерсенех, ăна тăванĕсем шыраса тупса каялла илсе каясран хăраса, чиркÿре васкавлăн шыва кĕртнĕ, хушаматне-ятне те хăйне май çыртарнă. Чупса-выляса çÿрекен арçын ачана Паюç-Павăл ят хунă, хушаматне вара пахчари пилеше сума суса Рябинский тесе çирĕплетнĕ. Çапла, çулĕпе аслăрахскер анчахрах çуралнисемпе тантăш пулса тăнă. Тĕлĕнмелле те, йывăç ячĕпе çыхăнтарнă хушамат Павăлăн малашнехи пурнăçне палăртса хунă тейĕн – вăл вуншар çул лесникра тимленĕ.
Павăл сăнĕпе чăваш ачисенчен самаях уйрăлса тăнă. Кĕре ÿтлĕ, курпунрах сăмсаллă, çырă çÿçлĕ, кăра çилĕллĕ çамрăк юмахри пек хăвăрт çитĕнсе пынă. Паюç-Павăл пур енĕпе те Дон тăрăхĕнчи казаксен сăнне аса илтернĕ. Тен, унăн ашшĕпе амăшĕ чăннипех казаксен йăхĕнчен пулнă; Иван Федорович ачана нумай вĕрентме шутламан – ăслă-пуçлă Павăл хулана тухса каясран хăранă. Вăл ывăлне яла хăварма ĕмĕтленнĕ.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Авланма вăхăт çывхарнă. Паюçăн ялта юратнă хĕр пулнă – Уçтен те маттур каччăна чĕререн килĕштернĕ. Анчах ватăсем вĕсен юратăвне темшĕн-çке ырламан, пĕрлешме пил паман. Пĕрле пулма пÿрменнине пăхмасăр Паюçпа Уçтенĕн 1928 çулта ывăл – Пурхиле – çуралать.
Йăван мучипе карчăкĕ ватăлса пынă, апла пулин те хăйсене кăмăла каякан кин шырама пăрахман. Ывăлĕ валли мăшăр шыраса Трак енчи Янкас Упине çитеççĕ, Павăла хĕр çураçма илсе каяççĕ. Туçи Çармăсран вунпилĕк çухрăмри ялта Варвари ятлă чипер хĕр çитĕнсе çитнĕ. Хĕрĕ те Павăла пĕрре курсах юратса пăрахать. Кĕçех туй кĕрлеттереççĕ.
Çамрăк мăшăра килти ватăсем юратнă, ял-йышра та сумĕ-хисепĕ ÿссе пынă. Павăлпа Варварин ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем чăмăртанма тытăнсан унта чи малтисен шутĕнче çырăннă. Иккĕшĕ те колхозра чуна парса ĕçленĕ. Кĕçех Павел Ивановича пушар хуралĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Çак ĕçре вăл кĕске хушăра çирĕп йĕрке туса хума пултарнă. Ялта вут-кăвар тухасси чакнă.
Аслă ывăлĕ Пурхиле ашшĕ патне час-часах пырса çÿренĕ те кунта яланлăхах пурăнма юлнă. Тăван мар ачана Варвари кăмăллăн йышăннă. Пурхиле ăна анне тесе чĕнме хăнăхнă. Ывăлĕ тăван ашшĕ патне пурăнма куçсан Уçтен Уравăша качча тухса çемье чăмăртанă.
1941 çулта вăрçă йăтăнса тухсан П.Рябинские фронта илнĕ. Мускав çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура вăл йывăр аманнă, госпитальте вăрах вăхăт сипленме лекнĕ. Тепĕр хут çара илме юрăхлă мар пирки ăна килне яраççĕ.
Павел Ивановичăн малашнехи пурнăçĕ вăрман ĕçĕпе çыхăннă. Кĕçех ăна Пăртас çумĕнчи обхода леснике çирĕплетнĕ. Фронтовик вăрмана çирĕп асăрхаса тăрать. Вăрмана сăтăр тăвакансемпе татăклăн кĕрешет. Çуркунне-кĕркунне ял халăхĕпе пиншер йывăç лартса хăварать. Пĕр вырăнта улшăнмасăр хĕрĕх çула яхăн тăрăшать. Çавăнпах Вăрнар вăрман хуçалăхĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Павел Ивановича хăй ĕçленĕ обходрах пурăнма хăварнă. ,мĕрлĕх канлĕхне те Рябинскисем Пăртас масарĕ çинче тупнă.
Рябинскисем çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Шел, халĕ вĕсенчен пĕри те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вăрçăччен çуралнисем Туçи Çармăса тăтăш килсе çÿреместчĕç. Пурте Пăртаспа Çарăклăра тĕпленсе пурăнатчĕç. Рябинскисен Георгий ывăлĕ манăн асăмра паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Сăн-питрен илемлĕччĕ, яштака пÿллĕччĕ, анчах салтак çулне çывхаракан каччăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ.
Павел Ивановичăн аслă ывăлĕ Пурхиле çар хĕсметĕнче вăрçă хыççăнхи Германире пулнă. Ăна ятарлă ротăна илнĕ, çар пуçлăхне сыхлама вĕрентнĕ. Ун чухне Германири пирĕн çарсене Совет Союзĕн Маршалĕ В.И.Чуйков ертсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Çарăклăра Порфирий Павлович патĕнче хăнара пулма тÿр килнĕччĕ. Вăл хăйĕншĕн хаклă сăнÿкерчĕке те кăтартнăччĕ – автомат тытнă Порфирий Павлович машинăра В.И.Чуйков Маршал хыçĕнче ларать.
Туçи Çармăсра Рябинскисене астăвакансем пурăнаççĕ-ха. Вĕсем ялта ырă ят хăварнă.
Василий ПЕТРОВ.