25 июля 2015 г.
Çăмăл алăлли кăçал та Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пулчĕ
Çĕньял Нурăс çывăхĕнчи кĕрхи тулă пуссине виçĕмкун сакăр комбайн çитсе ларчĕ. Пĕрремĕш каçалăка предприятин хушма хуçалăхĕн чи опытлă комбайнерĕсем Николай Тихоновпа Сергей Абакумов тухрĕç.
Ку лаптăкра кĕрхине пĕтĕмпе 238 гектартан çапса илмелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, унăн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов, тĕп агрономĕ Владимир Антонов пиçĕ тырпула тĕрлĕ лаптăкра пахаларĕç. Ку уя чи кайран акнă пулин те тухăçĕ савăнтарма кирлине палăртрĕç. Гектартан 35 – 40 центнертан кая мар.
Тырă уйĕ таса, çăра, аван çĕкленнĕ. Пучахĕсем сывă, тулли. Çакă паллах, минераллă удобренисене вăхăтра тата çителĕклĕ хывнипе, культурăна хурт-кăпшанкăсенчен, чирсенчен хÿтĕлес мероприятисене анлă ирттернипе те çыхăннă.
Кăçалхи ĕççине пĕтĕмпе тăхăр комбайн хутшăнать. Уй-хир карапĕсен штурвалĕсем умĕнче çавăн пекех – Валерий Николаев, Геннадий Плотников, Валерий Иванов, Олег Краснов тата Геннадий Краснов.
Калас пулать, комбайнсен пысăк пайĕ – юлашки çулсенче туяннисем. Германи, Беларусь тата çĕршыври брендлă техника йышĕнче ĕççине хамăр республикăра туса кăларнă комбайн та хутшăнать.
Çĕнĕ тырра Валерий Иванов, Михаил Кузьмин, Андрей Федотов, Вениамин Федоров, Геннадий Иванов, Николай Сергеев, Руслан Арсентьев турттарса тăраççĕ. А.Федотовпа Р.Арсентьев опытлă йыша кăçал çеç килнĕ, анчах та предприятире вĕсен ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк пулнине палăртаççĕ.
Уй-хир ылтăнне Малтикас Ялтăрари йĕтем çине, çавăн пекех сысна комплексĕнче вырнаçнă хăватлă сушилкăна турттараççĕ. Тасатнă хыççăн кĕлетсене кĕртсе хураççĕ.
Сăмах май калас-тăк, ытти механизаторсем те ахаль лармаççĕ. Хуçалăхра пĕр вăхăтрах çĕр хатĕрлессипе, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сухалассипе тимлеççĕ. Кĕрхисене кăçал 1500 гектар çинче акма палăртнă. Вăрлăха йăлтах çĕнетĕç, ăна К.Маркс ячĕллĕ тата Красноармейски районĕнчи «Таябинка» хуçалăхсенчен туянĕç.
Çанталăкĕ парсан уй-хир пуянлăхне уйăхра пухса кĕртмелле. Шел те, ĕççине анлă сарма виçĕмкун та, ĕнер те ăмăр çанталăк кансĕрлерĕ. Аш-какай комбиначĕн коллективĕн хамăр районта ку сезонра пĕрчĕллĕ культурăсене 5203 гектар çинчен пуçтарса илмелле.
,çлĕ ушкăн виçĕмкун Пайăк ялĕ çывăхĕнчи кукуруза уйне те çитрĕ. Кăçал ку культура 1800 гектар çинче çитĕнет, 1000 гектарĕ – тĕшĕлĕх. Предприятин генеральнăй директорĕ Николай Аливанов кукуруза выльăх апачĕн рационĕшĕн çав тери паха продукци пулнине палăртрĕ: ÿтхушаслăха та, сĕт çуллăхне те, белоксен шутне те ÿстерет.
Хуçалăхра культурăна пирĕн условисенче туса илме вĕренсе çитрĕç ĕнтĕ. Ку уйра вăл икĕ метра çитиех ÿснĕ. Пучахĕсем йышлă йĕркеленеççĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.