24 июля 2015 г.
Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Павел Астахов çуркунне Луганск тата Донецк халăх республикисенчи пĕрремĕш класа каякан ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пулăшма «Çĕнĕ Раççее – Пĕлÿ кунĕ» ыркăмăллăх акцине пуçарнăччĕ. Ăна Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев та тимлĕн йышăннă. Акцие Чăваш енри министерствăсемпе ведомствăсем, предприяти-учрежденисем, уйрăм çынсем активлă хутшăннă. Пĕтĕмпе 800 пин тенкĕлĕх шкул таварĕсем пуçтарнă.
Июлĕн 16-мĕшĕнче 3 тоннăна яхăн 320 тĕркем гуманитарлă пулăшăва Пĕтĕм Раççейри конвой йышĕпе Луганск тата Донецк халăх республикисене çитерме Мускава янă.
Михаил Игнатьев ыркăмăллăх акцине хутшăнса пулăшу алли тăснă мĕнпур çынна чĕререн тав тăвать: «Республикăри ырă та пысăк чунлă çынсене, Луганскри тата Донецкри шкул ачисен инкекне ăнланакансене пысăк тав. Çак акци пиншер ачана вĕренме, пĕлÿ илме май парать!».