25 июля 2015 г.
Июлĕн 28-мĕшĕнче «Пирĕн республика. Тĕп тема» телепрограммăн улттăмĕш кăларăмĕ тухать. Хальхинче тĕп темăра – обществăлла транспорт. Телекуравçăсем пассажирсем турттаракан авто- тата авиатранспорт организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç, тĕп хулари ертсе пыракан транспорт предприятийĕсенче пулĕç, ку тытăмра ĕçлекен чи лайăх ĕçченсемпе паллашĕç.
Отрасль аталанăвĕн çитĕнĕвĕсемпе перспективисем çинчен Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Леонид Никитин журналистăн калаçăвĕнчен пĕлме май пулĕ.
«Пирĕн республика. Тĕп тема» «Россия – 24» телеканалăн регионти эфирне 19 сехет те 35 минутра, Чăваш наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра тухать.