24 июля 2015 г.
Виçĕмкун Раççей Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова хутшăннипе «Раççей поликлиникисем: халăха тивĕçтерекен амбулатори пулăшăвĕн пахалăхĕ те усă кураслăхĕ» темăпа мультимедийлă пресс-конференци иртнĕ. Ун йĕркипе пуçласа Раççей поликлиникисен рейтингне пĕлтернĕ. Унта 80 регионти 1283 медучреждени кĕнĕ.
Пĕтĕмпе Раççейре 16,5 пин медицина организацийĕ ĕçлет, вĕсенчен 6,5 пинĕшĕ – патшалăхăн мар тата ведомство учрежденийĕсем.
«Пĕтĕмĕшле Раççейĕпе илсен ăнăçлăх индексĕ аслисен поликлиникисем тĕлĕшпе 7,3-пе, ача-пăча поликлиникисем тĕлĕшпе 7,4-па танлашать», – палăртнă Вероника Скворцова. Тĕрлĕ регионта хаклав цифри 3,5-рен пуçласа 8,2 таран. «Федераллă округсем хушшинче ăнăçлăх кăтартăвĕн индексĕпе чи лайăххи Тĕп федераллă округ – 7,6 балл. Чи аялти йĕркере – Çурçĕр-хĕвеланăç федераллă округĕ – 6,7 балл», – тенĕ министр.
Ун сăмахĕсемпе ача-пăча поликлиникисем хушшинче ăнăçлăх индексĕ чи пысăкки Чăваш Республикинче – 9 балл, Хабаровск крайĕнче – 8,2 тата Рязань облаçĕнче – 8,4. Аслă çынсене Ханты-Мансийскра чи лайăх пулăшу параççĕ – ăнăçлăх индексĕ 8,4 балл. Мускавра вăл 8-па, Саратов облаçĕнче 8,1-пе танлашать.
Пĕтĕмĕшле илсен, Шупашкарти 1-мĕш хула ача-пăча больници чи лайăх виçĕ ача-пăча поликлиникисен ТОП-не кĕнĕ. Вăл рейтингăн иккĕмĕш йĕркинче, унăн 8,973 балл. Ку йышра çавăн пекех Рязаньти 6-мĕш тата Сургутри 5-мĕш сиплев учрежденийĕсем.
Вероника Скворцова тепĕр тапхăрпа 4 пин учреждение, вăл шутра районти тĕп больницăсен амбулатори уйрăмĕсене те, хаклассине, ку ĕçе халăха та явăçтарассине пĕлтернĕ.
Кăмăл тăвакан халех вăл е ку поликлиника пирки мĕн шутланине пĕлтерме пултарать. Сасăлава хутшăнас тесен «Россия сегодня» МИА сайтĕнче регистрациленмелле, ыйтусем çине хуравламалла. Респондентсен кашни хуравĕ тăрăх поликлиника 0-тен пуçласа 10 таран балл пухма пултарать.