Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа уйăрсан е Чунлăх тĕнчинчи телей

20 июля 2015 г.

«Психоневрологи интерначĕ» тесен чунра малтанах темĕнле сисчевлĕ пулса каять. Анчах та кунта пулнă, курнă хыççăн пĕтĕм пуç-кĕлетке хĕрхенÿ, ырату туйăмĕсемпе тулать.

Кашнин хăйĕн чирĕ, çитменлĕхĕ. Пĕрисен пурнăçĕ кунĕн-çĕрĕн вырăн çинче иртет, кунашкаллисем 67-ĕн. Теприсем коляскăсăр çÿреймеççĕ... Апла пулин те кунта килекен çынсем çине вĕсем ăшă, тараватлă куçпа, теприсем ниме пăхмасăр йăл кулса пăхни çав тери кăрăс çыннăн чунне кăна пырса тивмест пулĕ. Манăн вара аса илсенех куççуль пăчăртанать.

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче патшалăх тивĕçтерĕвĕ çинче ăс-тăн тата нерв тытăмĕн чирĕсемпе чирлекен 258 çын – I тата II ушкăнри инвалидсем – пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче учреждени сусăр ачасен усравĕ шутланнăран, хăшĕсем кунта çуралнăранпах тăван кил ăшшине тупнă. Нумайăшĕн тăванĕсем пур, паллах. Анчах та ачаллах пăрахса хăварнисем хăйсен йăхĕсене пачах пĕлмеççĕ.

Паллах, тăван çемьере çитĕнни-аталаннине нимĕн те çитмест. Анчах та пĕрлехи условисенче пурăнма, ĕçлеме май çук, сывлăх енчен айăпланнă çынсене çакнашкал интернатсене вырнаçма майсем туса пани – пысăк чунлăхлă ĕç. Инвалидсем кунта кашни самантра тимлĕхре. Нумайăшне ку тимлĕх ачаран та ытла кирлĕ. Сиплев, реабилитаци мероприятийĕсем çÿллĕ шайра. Коридорсенче, палатăсенче çÿп вĕçми тасалăх хуçаланать. Столовăйне, библиотекăна, клуба паянхи пурнăç таппипе йĕркеленĕ. Вулав фончĕ пуян. Хÿтлĕхри çынсем хаçат-журнал вулама пултараççĕ. Кăмăл тăвакансем компьютер умне ларса Интернета тухаççĕ, скайппа калаçаççĕ. Кашни уйрăмрах, кашни хутрах телевизорсем, магнитофон, радио пур. Кану пÿлĕмĕнче сĕтел çинчи вăйăсенче киленеççĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа ярăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, Калининăри интернатра пурăнакансен аталанма мĕнпур майсем пур. Анчах та кусем çемьене улăштарма çителĕксĕррине кура персонал вĕсем килти хăтлăха туйччăр тесе хевтесĕрсене çав тери пысăк тимлĕх уйăрать.

Тĕрĕссипе, ку категорири çынсемпе ĕçлеме çăмăл мар. Вăл кашни валли мар. Кунта ырă кăмăллă, чунлă, сисĕмлĕ, чăтăмлă çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче çакнашкаллисем тăрăшаççĕ те. Пĕтĕмпе вĕсем 144-ăн. Коллектива Сергей Алексеевич Кузьмин ертсе пырать.

Персонал чирлисен пурнăçĕпех пурăнни çакăнтан та курăнать. Çĕвĕ, столяр, çыхас енĕпе ĕçлекен мастерскойсенче, территорири клумбăсенче хăйсен шухăшĕсене ĕçе кĕртме пулăшнисĕр пуçне пултарулăхне аталантарма май параççĕ. Интернатăн «Лотос» ушкăнĕ маларахри çулсенче концертсемпе ялсем тăрăх та çÿренĕ. Халĕ вырăнти артистсен пултарулăхне социаллă сферăри чылай мероприятире курма пулать.

Çавăн пекех спорт мероприятийсенче те. Республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ирттерекен республикăри фестивалĕн чылай тĕсĕнче калининăсем яланах чи çÿллĕ йĕркесене йышăнаççĕ. Спортăн çуллахи тата хĕллехи тĕсĕсемпе иртекен спартакиадăсен куçса çÿрекен Кубокĕсем темиçе çул вĕсен аллинче. Ĕнерхи кун та Калининăри интернатра пурăнакан-сипленекенсемшĕн хĕрÿ иртнĕ – Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă салинче инвалидсем хушшинче йĕркеленĕ спорт фестивалĕнче тивĕçлĕ тупăшнă вĕсем.

Кусем – коллектив усă куракан йĕркелÿ, социаллă тата педагогика ĕçĕ-хĕлĕн списокĕн пĕр пайĕ кăна. Тĕрĕссипе вăл хÿтлĕхри çынсем валли тулли пурнăç условийĕсем туса парассипе пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевлĕн нумай енлĕ тăрăшать. Чи кирли – хевтесĕр çынсем чунлăх тĕнчинче телей тупни...

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика