25 июля 2015 г.
Августăн 1-мĕшĕнче Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вăл тĕп хулари Пукравпа Татиана чиркĕвĕнчи каçхи кĕлле хутшăнĕ, Турра ĕненекенсен умне тухса калаçĕ. Тепĕр кунхине вара Çĕнĕ Шупашкарти Апостолсемпе тан çветтуй Владимир кнеç чиркĕвĕнче ирхи кĕлĕ ирттерĕ. Кирилл Патриарх Владимир кнеç палăкĕ патĕнчен чиркÿ таран çуран утĕ. Ăна курас текенсем унта пухăнма пултараççĕ. Вăл тĕп хулара пулнине, кĕлĕсем ирттернине Чăваш наци телекуравĕпе тата Раççей-1 телеканалпа тÿрĕ эфирта кăтартĕç.
Патриарх Шупашкарти «Çĕнтерÿ» паркĕнчи Нихăçан сÿнмен çулăм умне – чĕрĕ чечексем, Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕллĕ чиркÿ никĕсĕ çине кирпĕч хурĕ.