Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатсен тиражĕсем ÿснĕ

22 июля 2015 г.

Республикăри тата районсенчи (хуласенчи) пичет кăларăмĕсене кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн илсе тăмалли çырăнтару кампанийĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш ен Информаци политикин министерствине пăхăнакан тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ илсе тăракан патшалăх МИХĕсен пĕр кунхи вăтам тиражĕ 125,8 пин экземпляртан та иртнĕ.

«Раççей почти» ФППУ 2014 çулта прессăна çитерсе памалли укçа-тенкĕ пулăшăвĕсĕр тăрса юлнине, çакă вара çырăнтару хакĕсем палăрмаллах ÿснине, çавна пула почта урлă çырăнса илесси чакнине пăхмасăрах, республикăри уйрăм пичет кăларăмĕсем хăйсен задачисене ăнăçлă пурнăçланă кăна мар, çырăнса илмелли кăларăмсен тиражĕсене ÿстернĕ те. Ку енĕпе уйрăмах хастар ĕçленĕшĕн Чăваш ен Информаци политикин министерстви республикăри «Советская Чувашия» тата «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсен коллективĕсемпе вĕсен ертÿçисене Владимир Васильевпа Дмитрий Моисеева тав тăвать. Районсенчи пичет кăларăмĕсен хушшинче Министерство Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ», Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Пирĕн сăмах», Шупашкар районĕнчи «Тăван ен», Шăмăршă районĕнчи «Шăмăршă хыпарĕ» коллективсене уйрăммăн палăртать.

Çакна палăртмалла, Чăваш енри пичет кăларăмĕсен ертÿçисем çырăнтару ĕçне районсемпе хуласенчи культурăллă-массăллă тата спорт мероприятийĕсем вăхăтĕнче йĕркеленĕ, хăйсем те çырăнакансен хушшинче тĕрлĕрен конкурссемпе акцисем ирттернĕ, çавăн пекех предприятисемпе тата организацисемпе çыхăну тытассине вăйлатнă, тесе пĕлтерет Чăваш ен Информаци политикин министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика