22 июля 2015 г.
Шăматкун Вăрнар районĕ республикăри мĕнпур шайри влаç представителĕсене йышăнчĕ. Кÿлхĕрри кÿлли хĕрринче патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиадин çуллахи тапхăрне 700 ытла çын хутшăнчĕ.
Районăн чи илемлĕ вырăнĕсенчен пĕринче палаткăсен хули çĕкленнĕ вăхăтра Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ курнăçупа Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче, Калининăри шкул-интернатра пулчĕ, Шăхальте фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре хутшăнчĕ.
Делегаци йышĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, район пуçлăхĕ Валерий Шумилов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пулчĕç.
Условисем лайăх, пулăшу курăмлă
Калининăри психологипе неврологи интерначĕн территорийĕ чечексем ăшĕнче кăна. Клумбăсене, палисадниксене тытса тăракансем, мĕнпур илеме йĕркелекенĕсем – кунта сипленекенсем. Пĕтĕмпе вĕсем 258-ăн. Вăл шутра вырăнпа выртакансем те, коляскăпа çÿрекенсем те чылай.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кунта пурăнакансен сиплев, пурнăç условийĕсемпе тата социаллă тивĕçтерÿсем парассипе кăсăкланчĕ. Хĕрарăмсен, арçынсен корпусĕсене, столовăйне кĕрсе курчĕ.
Интернатăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме пĕлтĕр 6,7 млн тенкĕ уйăрнă. Çак пулăшупа çурт тăррине, арçынсем пурăнакан пÿлĕмсене, столовăйне юсаса çĕнетнĕ, медицина оборудованийĕ туяннă. Пÿлĕмсенче кăçал та юсав ĕçĕсем сахал мар палăртнă. Уйăрнă 3,9 млн тенкĕ ăшă системине çĕнетме те кайĕ.
Палатăсене кĕрсе тухса кунта сипленекенсемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев ку категорири çынсене социаллă хÿтлĕх уйрăмах хытă кирлине, республикăра ку ыйту тимлĕхрен тухманнине палăртрĕ.
Михаил Игнатьев çутçанталăк газĕпе усă куракансен тăкакĕсене чакарас тĕлĕшпе ĕçлеме сĕнчĕ. Сăмах котельнăя модернизацилесси тавра пычĕ.
Интернатра ĕçлекенсем майпа усă курса Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакана хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç. Ытларахăшĕ ялта пурăннăран, паллах, вĕсене сĕт хакĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарчĕ. Нумайăшĕ автоçулсене йĕркене кĕртме ыйтрĕ тата ытти те.
Елена Яковлева социаллă ĕçченĕн хевтесĕр çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе пурнăçлакан ĕçсемшĕн тав туни çине Михаил Васильевич çапла хуравларĕ: «Республика политикин никĕсĕнче – çыншăн инвестицисем хывни. Мĕнпур çыннăн пурнăç пахалăхне ÿстересси – приоритетлă задачăсен йышĕнче. Çĕршыври экономикăн кăткăс лару-тăрăвне пăхмасăр социаллă пулăшăвăн мĕнпур мерине сыхласа хăварăпăр».
Паллă маçтăрсен ретĕнче
Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсен ал ĕçĕсене, чăн та, çак рете лартсан йăнăш пулмĕ. Чăваш тĕррисем куç илейми тыткăнлаççĕ. Йывăçран ăсталанă эрешлĕ япалисен капăрлăхне сăмахпа çырса пама çук. Тăм сувенирсем, çĕленĕ кĕпесем, сувенир-çăматăсем... – тепри, тен, кусене ачасем тунă тесен ĕненмĕ те. «Паха тĕрĕнни» пек», – терĕç акă хальхинче те хăнасем пир çинчи тĕрĕллĕ ÿкерчĕксемпе киленнĕ май.
Михаил Игнатьев ачасен ĕçне питĕ пысăк хак пачĕ. Вĕсене çÿлĕксем çинче кăна вырттарас мар тесе тăрăшмаллине палăртрĕ. «Кусем – илемлĕ сувенирсем, вĕсене пасарта та, туристсем те хапăлласах туянĕччĕç. Интернатăн бюджет мар тупăш çăлкуçне йĕркелемелли чи лайăх мел. Укçа-тенкĕпе учреждение хăватлатма, педагогсене хавхалантарма май пулĕ», – терĕ вăл.
Хăнасем ĕç мастерскойĕнче, социаллă йăла ориентаци, компьютер, релаксаци, çывăрмалли пÿлĕмсене, столовăйне, спортзала кĕрсе курса ырă условисенчен тĕлĕнчĕç.
Калас пулать, 153 вĕренекен валли паян кунта çичĕ мастерской (столяр, çĕвĕ, атă-пушмак тата тăм савăт ăсти) ĕçлет. Ачасен ĕçĕсем тĕрлĕ куравсенче вырăн тупнисĕр пуçне республикăри конкурссенче те çĕнтереççĕ. Çамрăк столярсем акă икĕ çул харăс «Профессире чи лайăххи» тупăшура пĕрремĕшсем пулнă. Балалайка ăстисен ансамблĕ – темиçе çул республика фестивалĕн çĕнтерÿçи. Спорт енĕпе те Кубоксем речĕпех: инвалид ачасен спартакиадин çĕнтерĕвне алăран ямаççĕ, футбол енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма тивĕçнĕ тата ытти те.
Ачасен 70 проценчĕ кунтан вĕренсе тухнă хыççăн хăйсен малашнехи пурнăçне çирĕп палăртаççĕ. Кăçалхи выпускниксенчен ытларахăшĕ акă Шупашкарти 23-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ.
Пулăшу çывăхрах
Ахăртнех, Шăхальте пурăнакансемшĕн çак кун чи савăнăçли пулчĕ. Пысăк хăнасем вĕсен ялĕнче тахçанах кĕтнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç.
Фельдшер пункчĕ кунта малтан та пулнă-ха. Пирваях çын килĕнче, кайран колхоз столовăйĕнче вырнаçнă. Вутăпа хутса ăшăтма тивнĕ пулин те фельдшерсен нихăш ăрăвĕ те пирвайхи тивĕçе манман. Маргарита Емельянова акă паянхи тухтăрсене Нина Федорована тата Инна Тимофеевана эмелпе те, сăмахпа та сиплеме пил пачĕ, мĕнпур ял халăхĕ ячĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьева, ытти хăнасене тав турĕ.
– Халĕ çынсен пирвайхи пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илес тесен аякка çÿремелле мар. Фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕклесе эпир ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерес тесе тăрăшатпăр, – терĕ Михаил Игнатьев хĕрлĕ хăйăва касас умĕн.
Чаплă пулăмпа савăнса ытти хăнасем те ăшă сăмахсем каларĕç.
Аса илтерме, Шăхальти фельдшерпа акушер пункчĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн виçĕ çул каялла йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн çĕкленнĕ. Ун строительствине 2 миллион та 636 тенкĕ хывнă. Вăл Шăхальте, Мачамăш тата Çĕньял Нурăс ялĕсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ.
Сăмах май калас-тăк, фельдшерпа акушер пункчĕсен сечĕсене аталантарас енĕпе Чăваш Республики Раççей регионĕсем хушшинче чи лайăххисен йышĕнче.
Çĕре çирĕп хуçа кирлĕ
Михаил Игнатьев «Санары» агрофирмăра та пулчĕ. Тырпул уйĕсене пăхса çаврăннă хыççăн вăл районти хуçалăхсен ертÿçисемпе, ял хуçалăх ветеранĕсемпе тата специалисчĕсемпе калаçрĕ.
– Çĕре эффективлă ĕçлекен хуçасем, хальхи вăхăтри технологипе усă курма хатĕр çынсем кирлĕ. Аграри бизнесĕ – перспективлă çул-йĕр, ял хуçалăх таварне туса илекенсен продукцийĕ кирлĕ, паян вĕсем пысăк хакра, – терĕ вăл.
«Санары» хуçалăхăн культурисем 1351 гектар çинче çитĕнеççĕ. Çулсерен кунта рекордлă тухăç туса илеççĕ. Ку, чи малтанах, пахалăхлă вăрлăх акса çитĕнтернипе, технологисене çирĕп пăхăнса ĕçленипе çыхăннă.
Галстуксăр тĕлпулу
теме пулать патшалăх служащийĕсен спартакиадине. Унăн çуллахи тапхăрĕ виçĕ тĕсе пĕрлештерчĕ: хутăш эстафетăна (ишесси, чупасси тата велоспорт), канат туртассине тата мини-футбола.
Кÿлхĕрри кÿлли хĕррине пухăннисене Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламларĕç, спорт ăмăртăвĕсем урлă малашнехи ĕç валли çĕкленÿллĕ туйăм пухма сунчĕç, спортпа туслă пулни ĕçре те çитĕнÿсем тума пулăшнине, спорт ăмăртăвĕсем влаçра тăрăшакансене тăван республикăшăн пĕр командăпа ĕçлеме вĕрентнине палăртрĕç.
Чăн та, министрсемпе ведомство ертÿçисене, муниципалитетсен пуçлăхĕсене спорт мероприятийĕсенче курма уйрăмах кăмăллă. Пĕри футбол вылять, тепри чупать, ишет. Пирĕн ентеш, Чăваш ен Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов акă футбол та вылярĕ, хăйĕн командишĕн канат та туртрĕ.
Çакна та палăртма кăмăллă, министерствăсемпе ведомствăсен командисен йышĕнче Вăрнарти уйрăмсенче ĕçлекенсем те, районтан тухнисем чылаййăн пулчĕç: налукçăсем, суд приставĕсем, ОМОН, сунарçă службин, МЧС ĕçченĕсем, ыттисем.
Вăрнар район администрацийĕн команди те кашни тĕсрех çĕнтерÿ патне туртăнчĕ. Шел те, мини-футболра финала тухаймарĕ. Канат туртассипе тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ.
Савăнтараканĕсем – Галина Павлова, Александр Политов тата Александр Максимов. Вĕсем хушма эстафетăра çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине хăпарма тивĕçрĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.