22 июля 2015 г.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш çур çулти кăтартусене пĕтĕмлетрĕç. Пĕрлехи канашлăва Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министрĕ Сергей Семенов та хутшăнчĕ.
Районсем хушшинчи «Вурнарский» пай преступноçпе кĕрешессипе, йĕркелĕхе тата общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе яланхиллех тимлĕхлĕ ĕçленĕ. Йышăннă мерăсене пула оперативлă лару-тăру çирĕп асăрхавра пулнă. Районта обществăлла йĕркене кĕрет пăснă, экстремизмла, нацизмла курайманлăхпа çыхăннă преступленисем пулман.
Пĕтĕмĕшле икĕ районпа преступленисен шучĕ чакнă, анчах та уйрăммăн пирĕн районпа 3,7 процент ÿснĕ – 63-рен 72-е çитнĕ. Уйрăмах Мăн Явăш (2–11), Калинино (10–17), Хирпуç (6–11) ял, Вăрнар хула (36–48) поселенийĕсенче правăна хирĕçле ĕçсем ытларах çырăннă. Преступленисен пысăк пайĕ вăрланипе (35,4 :) çыхăннă.
Профилактика ĕçне вăйлатнăран уйрăмах йывăр преступленисене 85,7, йывăр преступленисене 4,2, сывлăха юриех сиен кÿнĕ тĕслĕхсене 33,3, вăтам сиен кÿрессине 83,3, çаратассине 66,7, мушенникла ĕçсене 58,3, юриех чĕртсе çунтарассипе 66,7 процент чакарма май килнĕ. Преступленисен пысăк пайне 100 проценчĕпех уçса панă. Маларах тунă 30, унчченхи çулсенчи 2 ĕçе вĕçленĕ. Службăпа шырав йытти 14 преступление уçăмлатма пулăшнă.
Отчетлă тапхăрта пăшалпа боеприпассемпе, сирпĕнекен япаласемпе саккунсăр усă курнине виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă.
Обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе районта тĕллевлĕ профилактика программисем ĕçлеççĕ, вĕсене ку енĕн пĕтĕм субъекчĕсем хастар хутшăнаççĕ. «Пурнăç ĕç-хĕлĕн хăрушсăрлăхне ÿстересси», «Терроризма тата экстремизма асăрхаттарасси», «Право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси» муниципаллă программăсемпе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама 720 пин тенкĕ уйăрнă.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче видеоасăрхавăн 30 камери ĕçлет, отчетлă тапхăрта вĕсем пулăшнипе икĕ преступление тата административлă 17 ĕçе уçса панă.
Социаллă криминологи тытăмĕнче преступленисене ÿсĕрле тăвасси ÿснĕ (89 – 98). Алкоголе хирĕçле саккуна пăснă 878 тĕслĕхе тупса палăртнă. Уголовлă пĕр ĕç пуçарнă. Ку ыйту çивĕч пулнăран ĕçе иккĕмĕш çур çулта уйрăмах вăйлатмалла, профилактикăн мĕнпур субъекчĕн, культура, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсен, ĕç коллективĕсен, мĕнпур халăхăн пĕрлешсе ĕçлемелле.
Пĕрремĕш çур çулта ГИБДД учетне шутламасăр 1330 çынна административлă явап тыттарнă, 451 пин те 590 тенкĕлĕх штраф хунă. Штраф тÿлеменнисем тĕлĕшпе 56 протокол çырнă.
Айăплав вырăнне административлă арест мерисемпе усă курнă. Ултă уйăхра суда 286 административлă материал тăратнă. Вĕсене пăхса тухса йĕркене пăснă 67 çын çине административлă арест хунă, 9 çынна обязательнăй майпа ĕçлеттерме йышăннă.
Дежурнăй чаçе право йĕркине пăснăшăн тата преступлени тунăшăн 853 çынна илсе пынă.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ те уйрăм тимлĕхре. Шел те, Вăрнар район территорийĕнче аварисен шучĕ ÿснĕ – 16 çырăннă, икĕ çын вилнĕ, 25-ĕн аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1530 административлă протокол çырнă, вăл шутран 86-шĕ – руль умне ÿсĕрле ларнăшăн, 227-шĕ – хăрушсăрлăх ременьне çыхманшăн, 58-шĕ – çуран çÿрекенсем тĕлĕшпе, 230-шĕ – хăвăртлăх режимне пăснăшăн. Суда 209 административлă протокол тăратнă.
Патшалăх тивĕçтерĕвĕсене электронлă майпа илесси ÿснĕ, пĕрремĕш çур çулта 2019 заявлени пулнă. Нумай функциллĕ центрсемпе пĕрлешсе ĕçлесси çÿллĕ шайра.
Я.НИКИФОРОВ,
«Вурнарский» пай пуçлăхĕн заместителĕ.