Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕлмелли ыйтусем

18 июля 2015 г.

Юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе районти ялсенче, ĕç коллективĕсенче паянхи кун темисемпе çивĕч калаçусем иртрĕç. Вăрнар тăрăхĕнчи ĕçлĕ ушкăна Чăваш ен Юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов ертсе пычĕ. Тĕлпулусене çавăн пекех Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр тĕп инспекторĕ – ертÿçĕ заместителĕ Елена Миронова, районти влаç тата ведомствăсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Вăрнар хула поселенийĕнче иртнĕ тĕлпулура Чăваш ен Юстици министрĕн заместителĕн Алексей Вязовăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн уйрăмах тарифсемпе çыхăннă ыйтусем çине чылай хуравлама тиврĕ. Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсассипе, чукун çул урлă утма çул тăвассипе кăсăкланчĕç, ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăх, автомобиль çулĕсем шăтăк-путăкли, Калининăри Мăн Çавал çинчи кĕпер строительстви тăсăлса кайни пирки кăмăлсăрланса калаçрĕç.

Тарифсене илес пулсан, Алексей Вязов Вăрнарта та, Ершепуçĕнче те, районти тĕп больницăра та эпир коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн хывакан тÿлевсем хăйхаклăхне кăларманнине палăртрĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш енпе вĕсем вăтамран 11,2 процент хăпарнă.

Пушарсен пысăк пайĕ ялсенче пулнăран информаци ушкăнĕсем ку ыйтăва çав тери пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне акă республикăра 534 пушар тухнă, вут-çулăм 54 çыннăн пурнăçне татнă, 67 çын суранланнă.

Пирĕн районта çур çулта «хĕрлĕ автан» 29 хутчен алхаснă, икĕ çын вилнĕ, тăваттăн суранланнă.

Ершепуçсем акă вут-кăвара пула фельдшерпа акушер пункчĕсĕр тăрса юлнă. Экспертиза ăна юриех чĕртсе янă тесе палăртнă. Çынсем ку ыйтăва татса парассине ыйтассине пĕлсех ĕнтĕ Алексей Вязов пушар хăрушсăрлăхĕн калаçăвне ял халăхне хумхантаракан темăран пуçларĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕпе сÿтсе явнине, фельдшерпа акушер пункчĕн строительствине тепĕр çулхи плана кĕртнине пĕлтерчĕ.

– Эсир аслă çынсем. Сире пушар хăрушсăрлăх правилисене чăмласа памалла мар. Анчах та асăрханулăх сирĕн тивĕç пулмалла. Ачăрсене те тимлĕхе хăнăхтарăр, – терĕ вăл инкек-мĕн тухас пулсан харпăр-хăйне пирвайхи мелпе сыхлама огнетушительсем туянса хума сĕнсе.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев та хушса каларĕ. Пушарсенче мунчасем чылай çуннине инкек сăлтавĕсем кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курнипе, электропроводкăсем кивелнипе çыхăннине палăртрĕ. Мунча, çуртсенчи кăмакасене пĕлмесĕр туни те хакла кайса ларма пултарать, терĕ вăл.

Асăрханулăх мелĕсен шутне пурлăха страхлани те кĕрет. Алексей Вязов компенсаци гарантилекен агентствăсене суйласа илме сĕнчĕ.

Шыв объекчĕсенче тимлĕхе ÿстерес ыйтăва та информаци кунĕн йĕркине ахальтен кĕртмен. Июнĕн 28-мĕшĕнче кăна акă республикăра çăлавçăсем пилĕк çыннăн ÿтне шывран туртса кăларнă. Çулталăк пуçланнăранпа вара пĕвесенче 24 çын путса вилнĕ (пĕлтĕр ку тапхăрта 13), тăватă çынна çăлма май килнĕ.

Чи хăрушши – асăрханусăрлăх ачасен пурнăçне татни. Кăçал тăватă ача путса вилнĕ. Аслисенчен 20 çынран 19-шĕ ÿсĕр пулнă. Инкексен пысăк пайĕ уйăрман вырăнсенче шыва кĕнипе çыхăннă.

– Эпир, ял çыннисем, хамăр пĕвене лайăх пĕлетпĕр тесе шутлатпăр. Юраман вырăнтах шывра чăмпăлтататпăр. Çакă мар-и çăмăлттайлăх; – терĕ Алексей Валерьевич.

Ершепуç тăрăхĕнче 20-е яхăн пĕве. Вĕсене пĕрне те шыва кĕме ятарласа уйăрман. Кун пирки кашнин умне юраманлăх паллисене çакса тухнă. Шкулта тимлекенсем, поселенири профилактика ушкăнĕ ял çыннисемпе, ачасемпе час-часах калаçусем йĕркелеççĕ.

Районти тĕп больницăра иртнĕ тĕлпулура та ĕçлекенсем çивĕч ыйтусем хускатнă. Медиксем куçса çÿрекен УЗИ аппарата туянма май пурри-çуккипе кăсăкланнă. Алексей Вязов ыйтăва татса пама Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министерствине çитерме шантарнă. Калаçу çавăн пекех «фанфуриксене» ирĕклĕ çаврăнăшран кăларасси пирки те пынă.

Кĕçĕн Кипекре тата Туçи Çармăсра иртнĕ тĕлпулусенче çынсем электроэнерги тата çутçанталăк газĕ хакланни пирки пăшăрханса калаçнă. Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина вĕсемпе çыхăннă тăкаксене, енчен те вĕсем çемьен пĕрлехи тупăшĕнчен 22 процент пысăкрах пулсан, субсиди мелĕпе тавăрса пама май пулнине палăртнă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика