Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачи валли мопед-скутер туянни ăна хăрушлăх авăрне тĕкнипе танах

18 июля 2015 г.

Çанталăк ăшăтсанах çулсем çинче çула çитмен водительсем скутерсен, мопедсен е кунашкал ытти транспорт хатĕрĕсен рулĕ умĕнче ытларах та ытларах курăнма пуçларĕç.

Шел те, çамрăк байкерсенчен нумайăшĕ автошкулсенче вĕренмен. Çавăнпах-тăр вĕсем час-часах çулçÿрев правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ, хăйсемшĕн çеç мар, ытти çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Федераллă шайра ГИБДД анчахрах пулнă тĕслĕхе – Зеленоградра 16 çулхи мотоциклистăн инкеклĕ историне – илсе кăтартать. Малтанхи çул ун амăшне ывăлĕ мотоциклпа правасăр ярăннăшăн 5 пин тенкĕлĕх штрафланă. Анчах та арçын ача байкĕ çинчен анма шутламан, май уйăхĕнче çул тăваткăлĕнче хĕрлĕ çутă çине кĕрсе кайса çапăнса вилнĕ.

Автоинспекци сотрудникĕсен çула çитмен ачан транспорт хатĕрне тытса чарма, хăйне полици пайне илсе кайма, ун ĕçне çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссие пама ирĕк пур. Унсăр пуçне, ашшĕ-амăшне те – ывăл-хĕрне скутер-мопед рулĕ умне ларма ирĕк параканскерсене – явап тыттарма, вĕсем çине ачисене воспитани парас тата интересĕсене хÿтĕлес енĕпе тивĕçе йĕркеллĕ пурнăçламаншăн 30 пин тенкĕ таран административлă штраф хума пултараççĕ. Çитменнине, çемьене учета тăратма та ирĕк пур. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене кашăк тытма, утма вĕрентнĕ пекех обществăлла вырăнсенче хăйсене йĕркеллĕ тытма та хăнăхтармалла. Хăрушсăр çулçÿрев тĕлĕшпе те. Унсăрăн кĕçĕн ашкăнчăксемшĕн хăйсен явап тытма тивĕ.

– Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекс тăрăх, гражданина 16 çултан тытăнса административлă явап хураççĕ. Кăçал Вăрнар районĕнче мопедсен рулĕ умне ларнă, çул-йĕр правилисене пăснă 16 çамрăка тытса чарнă. Вĕсем тĕлĕшпе çырнă протоколсене пурне те район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие ярса панă, – пĕлтерчĕ Раççей ШĔМ-ĕн «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Петров.

Район администрацийĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен сектортан пĕлтернĕ тăрăх, 16–18 çулсенчи тăватă каччă автомобиль, пĕри трактор, виççĕн мопед-скутер рулĕ умне правасăр ларнă тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Икĕ ашшĕне тата ултă амăшне укçан явап тыттарнă.

Шел те, хăш-пĕр тĕслĕхсем инкеклĕ. Çĕрпел çывăхĕнче акă каçхи вăхăтра 16 çулхи çамрăк умра ларакан автомашинăран иртсе каяс тесе хирĕçле çул çине тухнă, хирĕç килекен мотоциклпа çапăннă. Мотоцикл çинче ларса пынă 16 çула та çитмен каччă тĕрлĕ сурансем илнĕ.

Калинино çывăхĕнче пулнă аварире вара 9-мĕш класс арçын ачин чĕркуççийĕсем хуçăлнă, çурăм шăмми мăй тĕлĕнчен аманнă. «Альфа» мопечĕпе пыраканскер çине хирĕçле çул çине тухнă автомобиль кĕрсе кайнă.

Харпăр-хăй ачине мотоцикл-скутер-мопед туянса пани, ятарлă пĕлÿ илмесĕр вĕсен рулĕ умне ларма ирĕк пани ашшĕ-амăшĕ вĕсене хăрушлăх аллине панипе танах. Кайран ÿкĕнмелле кăна ан пултăр...

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика