15 июля 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра Правительство Çуртĕнче РФ Правительствин премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнчи хăш-пĕр субъекта пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă.
Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх, тĕпрен илсен, регионсем экономикăри тата финанс тĕлĕшĕнчи ансат мар лару-тăрăва чăтса ирттереççĕ. Регионсен влаçĕсем тытса пыракан шайлашуллă политика пулăшнипе социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлаççĕ. Пенсисене, социаллă пособисене, субсидисене пĕр чăрмавсăр куçараççĕ.
«Пĕтĕмĕшле инвестици лару-тăрăвне, предпринимательлĕх хастарлăхне лайăхлатмашкăн мĕн тумаллине, регионсене тупăшсен мĕнлерех хушма çăлкуçĕсене памаллине шухăшласа пăхмалла. Пысăк ăнăçу кÿрекен çĕрте, тен, пуçланă проектсене вĕçлеме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрмалла», – палăртнă Дмитрий Медведев.
Çивĕч темăсене сÿтсе явнă май Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концернти лару-тăру çинчен ыйту хускатнă.